Округра йăлана кĕнĕ «Кĕр парнисем — 2026» ярмăрккă кăçал сентябрĕн 12-мĕшĕнче пуçланчĕ.

Шăматкун, уяр кун пулнăран та-и, Елчĕк пасарĕнче халăх йышлă пулнă. Пахча çимĕçе, ытти продукцие тỹррĕнех производительсенчен октябрĕн 4-мĕшĕччен туянма май пулĕ. Асăннă тапхăрччен хăйсен таварне вырăнти фермерсемпе уйрăм çынсем те, предприятисем те илсе тухĕç. Хăнăхнă ĕнтĕ: «Кĕр парнисем» лавккаринчен йỹнĕрех пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Суту-илỹ вырăнĕсене фермерсене тата килти хушма хуçалăхпа ĕçлекенсене тỹлевсĕр параççĕ.
«Çак ярмăрккă хуçалăхăн пĕчĕк формисемшĕн курăмлă пулăшу пулса тăрать, çавăн пекех паха ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтерме май парать», — палăртнă округ пуçлăхĕ Леонард Левый.

