Елчĕк район администрацийĕ агропромышленность комплексĕнчи предприятисемпе организацисен 2017 çулхи экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ — чи лайăх ĕçлекенсене палăртнă, Дипломсемпе тата хаклă парнесемпе хавхалантарнă. Вĕсем çаксем:
«Победа» сахал яваплă общество /ертÿçи — Н.А.Головин, тĕп бухгалтерĕ — Л.Н.Чернова/. Кунта ял хуçалăх производствин тĕп отраслĕсем комплекслă аталаннă тата 2017 çулхи экономика кăтартăвĕсем чи лайăххи пулнă.
«АСК-Яльчики» сахал яваплă общество /ертÿçи — Ю.В.Галкин, тĕп бухгалтерĕ — Е.Г.Савельева/. Кунта 2017 çулта ÿсен-тăран отраслĕнчи кăтартусем чи лайăххи пулнă.
«Эмметево» сахал яваплă общество /ертÿçи — Ю.М.Лапшин, тĕп бухгалтерĕ — М.Н.Иванова/. Кунта 2017 çулта выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем чи лайăххи пулнă.