Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç пахалăхне лайăхлатасшăн

Пурнăç пахалăхне лайăхлатасшăн

Питĕ пĕлес килет, пирĕн республикăра ĕçлекен пенсионер нумай-ши?

А.СТЕПАНОВ.

Пенси тытăмĕн виçисене улăштарма палăртнин тĕллевĕ – паянхи ватăсен тÿлевне пысăклатасси, çав шутра ĕçлеменнисенне те, уйрăмах – пурлăх шайне тивĕçтерме чăннипех кирлĕ çынсенне.

Саккун проекчĕ вăй питти ÿсĕме тапхăрпа пысăклатма палăртать. Вăхăт çитсен ватлăхри страховани пенсине шутласа параççĕ. Ÿсĕме хăпартнипе пухнă укçа-тенкĕне Пенси фондĕнче тÿлевсен виçине пысăклатмашкăн сыхласа хăварĕç. РФ Правительствин шутлавĕсем тăрăх, саккун проектне йышăнни 2019 çултах пенсисене вăтамран 1 пин тенкĕлĕх е 7 процент пысăклатмашкăн май памалла.

Чăваш Республикинче 2018 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне 371,9 пин пенсионер шутланать е пĕтĕм халăхăн 30 проценчĕ. Чăваш Енре пенсионерсен 20 проценчĕ ĕçлет, тивĕçлĕ канăва тухнă малтанхи çулсенче ку кăтарту 50 процентран иртет. Тĕслĕхрен, 2017 çулта ватлăхри страховани пенсине 17,3 пин çын тухнă, вĕсен 64 проценчĕ ĕçрен уйрăлман.

2018 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра палăртнă ватлăхри страховани пенсийĕн вăтам виçи 13 пин тенке çывхарнă.

Чăваш Ен Правительстви пенси саккунне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă май аслă ăру çыннисене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе кирлĕ мерăсем йышăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code