Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > XXI ĕмĕрхи синдром?

XXI ĕмĕрхи синдром?

Çынна ăс-тăн пурнăç валли панă, тĕп тума мар.

                                                                          А.Н.ВОРОБЬЕВ.

Çĕр çинче этем хуçа – иккĕленÿ çук. Вăл хăйĕн пултарулăхĕпе, ăс-хакăлĕпе тĕлĕнмелле объектсем çĕклет, çĕнĕ приборсемпе механизмсем шутласа кăларать, чирлисен пурнăçĕшĕн кĕрешсе кăткăс операцисем тăвать…

Çапла, «çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен». Эпир кашниех çут çанталăкăн пĕр пайĕ. Кунсерен унăн тĕрлĕ енлĕ илемĕпе каçăхса киленетпĕр, лăпкăлăхра пурăннишĕн Турра тав тăватпăр. Тăван тавралăхăмăра ырăпа тавăрас тĕллевпе курăмлă ĕçсем пурнăçлатпăр.

Анчах ялан çапла-ши? Е пурте хисеплетпĕр-и тăван çĕрĕмĕре? Экологи хăрушсăрлăхĕ, тирпей-илем пирки нумай калаçатпăр, хаçатра та тăтăшах материалсем пичетленеççĕ, район ертÿлĕхĕ яваплă ĕçченсен ушкăнĕпе ялсенче экологи канашлăвĕсем ирттерет. Кăçал кăна районта ятарласа палăртман çĕрте «çуралнă» 23 свалкăна тĕп тунă. Шел те, пĕтнисем вырăнне çĕннисем «шăтса» тухаççĕ, мĕншĕн тесен куллен усал акакансем те пур пирĕн хушăра. Çирĕп ăслă-тăнлă, ятарлă е аслă пĕлÿ илнĕскерсем /халĕ пурте тенĕ пек дипломлă. – Ред./ çырма-çатрана, йывăç-курăк таврашне çÿп-çап, ытти ăпăр-тапăр пăрахма юраманнине питĕ лайăх ăнланаççĕ. Анчах пурпĕрех хăйсеннех тăваççĕ. Обществăшăн мар, хамăршăн çеç пурăнса харам пыра çаврăнатпăр мар-и; Çыннăн эгоизмĕн чикки çук: хăйĕн интересĕсемшĕн темĕн тума хатĕр. Хăйсене çав тери сумлă, пархатарлă çынсем тесе шутлаççĕ пулĕ те, çук, йăнăшаççĕ. Кил-çурт таврашĕ вĕсен, чăнах та, йăванса каймалла чаплă. Ниçта çÿп-çап кураймăн. Вăт, шалта, чунĕсенче – таса мар: пушăлăх, нĕрсĕрлĕх. Кăмăл хевтинче мăкланса ларнă çак пакăç енсене тавралăха сапалаççĕ вĕсем. Мĕн тăвăн, культура шайĕ çав таран.

Е автоçул хĕррисенче унта-кунта тулли михĕсем, целлофан тĕркесем выртнине кашниех асăрханă-тăр. Пуçтарса кайнă хыççăн кăштахран каллех «пырса выртаççĕ» вĕсем. Тăтăш çапла. Елчĕк ялĕнче нумай хваттерлĕ çуртсенче ăпăр-тапăр пуçтарассине «Стройэнергосервис» сахал яваплă общество кун сиктерсе йĕркеленĕ. Питĕ меллĕ çакă. Анчах çăмăллăхпа пурте усă курмаççĕ. Вĕсем, укçа-тенкĕ перекетлес тĕллевпе-и, «тупрана» çын асăрхаман вăрттăн вырăна кайса пăрахаççĕ е каç ĕнтрĕкĕнче çунăк йĕркелесе тавралăха варалаççĕ. Хут таврашне çунтарни тарама-ха. Пластик япаласемпе çакнашкал меслетпе «сывпуллашни» çын организмĕшĕн çав тери сиенлĕ. Экологи хăрушлăхне никĕслекенсем мар-и вара вĕсем? Çÿп-çапа район центрĕнчи уйрăм çуртсенчен тата ялсенчен турттарса тухассине йĕркелесен те аванччĕ. Тата: çынна çĕр нихăçан та çитмест, тепĕр чухне çапăçтарать те вăл. Гаражне е пĕчĕк пÿртне кадастр планне пăхăнмасăр ют лаптăка кĕрсе вырнаçтарать. Анкарти хыçĕнчи улăх-çаранра нÿхреп-шăтăк алтать. Юнашар хуçасăр кил-çурт пулнăран унти çĕрпе те хăй ирĕкĕпе мĕн тăвас тенĕ пек усă курать.

Кирек мĕнле çĕрĕн хуçи пур, вăл – патшалăх. Çавăнпа ку тĕлĕшпе те никамăн та иртĕхме ирĕк çук.

XXI ĕмĕрте пурăнатпăр паян. Анчах пачах урăх цивилизаци, урăх психологиллĕ çынсен тапхăрĕ – ăса пула ал-ура шар курать. Шухăшлава общество интересĕсемпе çыхăнтармасан, хамăршăн çеç теветкелленсен çÿп-çап проблеми çак ĕмĕрхи чăн-чăн синдрома çаврăнмĕ-ши?

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code