Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

25 проценчĕ вырăнта юлĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче бюджет, право хутшăнăвĕсене йĕркелемелли саккуна улшăнусем кĕртессине ырланă.

Сăмах маларах тÿрремĕнех федераци бюджетне кайнă тÿлевсен пĕр пайне республика хыснине хăварасси пирки пынă. Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова пĕлтернĕ тăрăх, юридици пĕлтерĕшлĕ документсем хатĕрленĕшĕн илекен пошлинăна хальччен туллин федераци бюджетне куçарнă, малашне унăн 25 проценчĕ республикăра юлĕ.Самай пысăк укçа. Калăпăр, 2017 çулта Мускава пĕтĕмпе 182 миллион тенкĕ куçарнă. Çавна май Чăваш Ен хыснине малашне çак тÿлеврен вăтамран 27-28 миллион тенкĕ кĕрессе кĕтме пулать.

 

Хамăр продукци сутăнтăр

Ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттерекен канашлура алкоголь таврашĕнчи лару-тăрăва пăхса тухнă, кăçалхи çур çулхи ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ.

Сăлтавĕ – алкоголь продукцийĕнчен бюджета кĕмелли пысăк тупăш çухални. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта патшалăх шайĕнче тимлĕрех ĕçлеме асăрхаттарнă, саккуна пăсакансене явап тыттарма хушнă. Республикăра кирек хăш муниципалитетра та хамăр республикăра туса кăларакан продукци ытларах сутăнмалла, паха тавар халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерĕ, тепĕр тесен, республика бюджечĕ те тулса пырĕ.

Палăртса хăвармалла: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2012 çулта йышăннă постановленийĕпе килĕшÿллĕн Пĕлÿ кунĕнче республикăра эрех сутма чарнă.

 

Чи лайăххисен йышĕнче

РФ Культура министерстви «Раççейри экологи туризмĕн чи лайăх практикисем» кĕнеке хатĕрлесе кăларнă.

Унта экологи туризмне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене хускатнă, тĕнчери чи лайăх опытсемпе паллаштарнă. Кĕнеке пуххине Шупашкар районĕнчи «Ясна» этнокомплекса та кĕртнĕ.

 

Сайт хута кайнă

«Чăваш Енри хушма пĕлĕвĕн навигаторĕ» сайт ĕçлеме тытăннă.

Вĕрентÿ программисен каталогне республикăри 125 организацие кĕртнĕ. Навигатор – тĕрлĕ кружокпа секцисен, пĕрлешÿсен пĕрлехи бази. Унта кашни ача кăмăла каякан киленÿ тупма пултарать.

Çĕнĕ сайта кĕрсе ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушма пĕлÿ программипе паллашма, килĕшнине суйласа илсе пĕр-пĕр кружока е секцие çырăнма пултараççĕ.

 

Халăхсене пĕрлештерекен фестиваль

Мордовири Рузаевка ялĕнче наци культурисен фестивалĕ иртнĕ.

Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пултарулăх коллективĕсем пухăннă. Фестивальте Чăваш Ен чысне Улатăр районĕнчи Алтышевăри «Лейне» халăх ансамблĕ хÿтĕленĕ. Вĕсем пирĕн республикăра пурăнакан мăкшăсен культурипе, илемлĕ юрри-ташшипе паллаштарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code