Паянхи пурнăçра мĕн пурри Чăваш Ен журналисчĕсен умне тĕпренех çĕнĕ йыхравсем кăларса тăратать. Вулакансем, куракансем тата радио итлекенсем массăллă информаци хатĕрĕсене шанма пăрахни сисĕнет. Çакăн сăлтавĕ хăш-пĕр журналистсем професси этеплĕхне /этикине/ тăтăшах пăснипе çыхăннă.
Журналист, шухăшсен тулли анлăшне шута илсе, тĕрĕс те шанчăклă хыпарсем пĕлтерме тивĕç. Анчах хăш-пĕр МИХсен ĕçĕ-хĕлĕнче тĕрĕслемен, тĕрĕс мар тĕслĕхсемлĕ, юри шухăшласа кăларнă тĕлĕнтермĕшсемлĕ, çын пурнăçне тÿркессĕн пырса кĕнипе этикăн ансат йĕркисене, чĕлхе виçисемпе стилĕсене пăхăнманнипе çыхăннă материалсем пичетлени час-часах тĕл пулать. Кăткăс ыйтусенчен пĕри вăл – суя информаци йышлăн сарăлни, тĕлĕнтермĕшсем хыççăн хăваласа, репортаж материалĕсене, этеплĕхе тĕпе хумасăр – кăларăмсен геройĕсен чысĕпе тивĕçлĕхне, кÿрентерсе тата йĕкĕлтесе, мăшкăлласа парасси патне çитни пулса тăрать. Самантлăх ăнăçу, рейтинг ÿсĕмĕ тата хаçата çырăнса илекенсен, электрон ресурсĕпе усă куракансен йышĕ хыççăн хăваласа журналистсен пĕрлĕхĕн хăш-пĕр представителĕсем журналист этикин принципĕсене çухатаççĕ кăна мар, моралĕн, совеçĕн, этеплĕхĕн тĕп ăнлавĕсене те шута илмеççĕ. Чăваш Ен Журналистсен союзĕн правленийĕ паян медиауçлăхра мĕн пулса иртнипе канăçсăрланнине палăртать тата МИХ представителĕсене профессиллĕ журналистикăн этеплĕх, отрасльти «чыс кодексĕ» тесе çирĕпленнĕ принципĕсене пăхăнса ĕçлеме чĕнсе калать. Калаçу кунта чи малтан информаци чăнлăхĕ, унăн тĕрĕслĕхĕ тата пурнăçри пек çырса кăтартасси пирки пырать. Кăларăм валли суйласа илнĕ çыннăн ят-сумне варалас марришĕн тăрăшасси тĕп тĕллев шутланмалла. Профессионал журналистăн – хăй мĕнле çул-йĕр суйласа илнине тата хăш МИХра ĕçленине пăхмасăрах – общество интересĕсене хÿтĕлемелле.
Пире, Чăваш Енри журналистсен общество организацийĕн правленийĕн членĕсене, чылайăшĕ хăйсен професси яваплăхне туйманнинчен нимĕн чухлĕ те тĕлĕнменни пăшăрхантарать, профессиллĕ журналистикăшăн этеплĕх чи кирли пулнине асра тытса, пирĕн çакăн пек япăх туртăмсемпе вирлĕн кĕрешмелле. Эпир кашни журналиста çакна асра тытма чĕнсе калатпăр: унăн тивĕçĕ – пулăмсемпе çивĕч ыйтусене çутатнă чухне тĕрĕс çул йышăнмалла, граждансен правипе интересĕсене пăхăнмалла. Журналиста шаннин никĕсĕнчи тĕп шухăш вăл – вулакансемпе, хаçата илсе тăракансемпе, ĕçпе пыракансемпе, телекуравçăсемпе, радиоитлевçĕсемпе, сюжетсен тата статьясен геройĕсемпе, çавăн пекех ĕçтешĕсемпе, хăйĕнпе те – професси тÿрĕлĕхĕпе калаçасси.
Професси этикин хушăвĕсене пурнăçлакан журналистсем информаци çăл куçĕсене, кăларăмсен геройĕсене тата ĕçтешĕсене хисеплеççĕ. Çивĕч ыйтусене, çĕнĕ хыпарсене шырани вăл иртĕхме çул уçса памасть. Журналистăн професси тивĕçне пурнăçланă чухне хăй яваплăха туйса ĕçленипе тĕслĕх кăтартмалла – сенсацисемпе кăсăкланас кăмăлпа хĕртĕнмелле мар, кăмăл-сипетĕн ытти принципĕсем çинчен те манмалла мар, вĕсем тĕрĕслĕхпе суя-ултав, ырăпа усал хушшинчи ансăр чикĕ урлă каçма май памĕç.
ЧР Журналистсен союзĕн правленийĕн членĕсем.