Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яваплă ĕçсенче тăрăшнă

Яваплă ĕçсенче тăрăшнă

Зинон Павлович Пчелов 1925 çулхи майăн 30-мĕшĕнче Патреккел ялĕнче çуралнă. Елчĕк шкулĕнчен 1943 çулта вĕренсе тухсан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Каялла 1948 çулта таврăннă.

Анлă тавра курăмлă та пултаруллă çын ĕмĕрĕпех яваплă должноçсенче ĕçленĕ. 1952 çулта вăл Хусанти финанспа экономика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1952-1954 çулсенче Елчĕк районĕн финанс пайĕнче контролер-ревизорта, 1955-1962 çулсенче заведующи пулса тăрăшнă.

Каярах 1965 çулччен Елчĕк райĕçтăвком председателĕнче, Патăрьел райĕçтăвкомĕн финанс пайĕн заведующийĕнче вăй хунă.

Мал ĕмĕтлĕ те тăрăшуллă ĕçчене 1968 çулта КПСС Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйланă, кунта 1974 çулччен тăрăшнă вăл. Çавăн пекех Чăваш АССРĕн Аслă Совечĕн 7 тата 8-мĕш суйлавĕсенчи депутачĕ пулма шаннă.

Ентешĕмĕр Октябрьти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли» орденсене, медальсене тивĕçнĕ. Унăн ятне Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн кĕнекине кĕртнĕ.

С.Пчелов архивĕнчи сăн ÿкерчĕкре: З.Пчелов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code