Ачасене ĕçе явăçтарасси çитĕннисен яваплă тивĕçĕ пулмалла. Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр 14-18 çула çитнĕ ачасене çуллахи каникул тата вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçтарассине яланах пысăк тимлĕх уйăрать.
Республикăн тата районăн ятарлă программисемпе килĕшÿллĕн кăçал 380 ачана ĕçе вырнаçтарма палăртнă, тÿлеве 213900 тенкĕ уйăрнă. Ытларах вăтам шкулсенче вĕренекенсене явăçтаратпăр. Ку тĕлĕшпе пире район администрацийĕн централизациленĕ бухгалтери ĕçченĕсем пысăк пулăшу параççĕ. Тивĕçлĕ документацие тĕплĕ тата вăхăтлă хатĕрленинчен те килет-çке ăнăçлăх. Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ, «Стройэнергосервис» сахал яваплă общество та тачă çыхăнура центрпа. Шел пулин те, районти чылай ертÿçĕ ачасене производствăна явăçтарассинчен пăрăнса юлать, яваплăха хăйсен çине илесшĕн мар курăнать. Унчченхи çулсенче кашни шкул ачи колхозра тăрăшса пиçĕхнĕ. Халĕ вара çакă вĕсене ĕçрен ютшăнма пулăшниех мар-и?
Çуллахи тапхăрта ачасен пушă вăхăт сахал пулни вĕсене киревсĕр ĕçсем тăвасран та хăтарса хăварать. Ку çул эпир çула çитмен ачасен подразделенийĕнче учетра тăракан икĕ ачана ĕçлесе илме май туса патăмăр. Çавăн пекех нумай ачаллă, тулли мар, сахал тупăшлă çемьесемпе те уйрăммăн тимлетпĕр. Вĕсенчен пĕтĕмпе 216 ача, вăхăтлăха пулсан та, ĕçлĕ пулчĕç.
Марина ВАСИЛЬЕВА,
халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ.