Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Кĕмĕл ÿсĕмри» çынсем

«Кĕмĕл ÿсĕмри» çынсем

Чăваш Республикинче 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1231,1 пин çын пурăнать. Вĕсенчен 308,2 пинĕшĕ – вăй питтирен аслă çынсем. «Кĕмĕл ÿсĕмрисен» йышĕнчисем /173,8 пин çын ытларах/ хуласенче пурăнаççĕ, ялтисем – 134,4 пин çын.

Чăваш Енре 80 çултан иртнĕ 44,2 пин çын, 90 çулхисемпе унтан аслăраххисем – 5,3 пин çын. 100-шĕ пĕр ĕмĕрхи юбилейне паллă тунă.

Çулсем иртнĕ май çемье пурнăçра пысăк вырăн йышăннине лайăх ăнланатăн. ЗАГС органĕсем пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул республикăра 96 мăшăр /55 çулхи тата унран аслăрах хĕрарăмсемпе 60 çулхи тата унран иртнĕ арçынсем/ официаллă майпа çемье çавăрнă. Апла пулсан телейлĕ пулма çÿçсем кĕмĕлленни ниме те пĕлтермест. Пĕрре килекен ĕмĕре йĕркеллĕ кăна пурăнса ирттермелле, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, пушă вăхăта усăллă ирттермелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code