Районта пурăнакансенчен кашнийĕ юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕччен тăсăлакан тăван тавралăха тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăха пĕр çын пек пулса хутшăнма, хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывма кирлине лайăх ăнланать.
Çакна асра тытса ял тăрăхĕсенче пĕрин хыççăн тепринче экологи субботникĕсене йĕркелесе ирттереççĕ. Кун-çĕр те, ав, епле уяр, хĕвеллĕ – чăн-чăн ылтăн кĕркунне. Пĕр сăмахпа, ку çанталăк пусăрăнчăк шухăш-кăмăла та аякка сирсе ярать. Чун-чĕрене çутăлăх кÿрекен çак савăнăçлă кунсенче ял çыннин вăй хурса ĕçлес кăмăлĕ те пысăк пулни куç умĕнче мар-и; Ялан тенĕ пекех тĕслĕхлĕ ĕç-хĕлĕпе палăрса тăракан Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче тăван тавралăх илемĕпе хăтлăхĕшĕн тăрăшса çут çанталăк тусĕсем – шкул ачисемпе волонтерсем иртнĕ кунсенче пурнăçланă ĕçсем çинчен каласа кăтартма та кăмăллă. Вĕсем Элпуçĕнчи вĕр çĕнĕ ФАП çурчĕн çывăхĕнче икĕ çул каялла чĕртсе янă улмуççи садĕнче пикенсе вăй хунă – слива тата груша хунавĕсене пурĕ 25 тĕп лартса хăварнă. Хунавсене кÿрсе килме Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ Александр Лапшин пулăшнă. Александр Юрьевич яла аталантарас тĕлĕшпе, чăннипех, нумай вăй хурать, çапла майпа вăл хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Сада хирĕçле çуртра пурăнакан Георгий Мясников та айккинче тăрса юлман, вăл асли вырăнĕнче пулса ачасене хунавсене лартмалли вырăна хатĕрлесе панă. Венарий Захаров садри хыт хурана тирпейлеме пулăшнă.
Йышпа пурнăçламалли кирек хăш ĕçе те вăхăтра, кирлĕ шайра пурнăçлама пултарни ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнти халăхпа тачă çыхăнура пулнин, пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса ĕçлесе пынин çимĕçĕ пулнине çирĕплетсех калама пулать.
Курнавăш ял тăрăхĕн администрацийĕпе ял хуçалăх предприятийĕн правленийĕ, Раççей Перекет банкĕпе почта уйрăмĕсем, чиркÿ, шкул, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк вырнаçнă территори Курнавăшри чи хитре вырăн. Кунта та экологи субботникĕсене тăтăшах йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Илемлĕхпе хăтлăх вара тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулмасть. Хальхинче те администраци ĕçченĕсемпе тĕн çыннисем ушкăнпа тухса территорие кĕркуннехи хыт хураран тасатнă, чечек-курăк лаптăкĕсене хĕле хатĕрленĕ.
Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче, культура учрежденийĕсенче вăй хуракансем те тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем пурнăçланă.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: çут çанталăк тусĕсем.