Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Патреккел шкулĕнче тĕл пулу иртрĕ

Патреккел шкулĕнче тĕл пулу иртрĕ

 

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче районта çамрăксен пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çак куна халалласа Патреккел шкулĕнче «Çамрăксем информаци уçлăхĕнче» ятпа пысăк тĕл пулу йĕркелерĕç. Унта райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Марина Вастулова, «Елчĕк ен» хаçат ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Марина Александровна вĕренекенсене информаци çăлкуçĕсем пирки каласа кăтартрĕ, Интернетăн ырă тата сиенлĕ енĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Усăллă та кирлĕ информацие паян тĕрлĕ майсемпе сарма май пурри пирки пĕлтернĕ май вăл пухăннисене «ВКонтакте» сайтри «Елчĕк районĕн пултаруллă çамрăкĕсем» страницăпа паллаштарчĕ. Асăннă страницăна М.Вастулова йĕркелесе пырать. Енчен те ачасен тата вĕрентекенсен тĕрлĕ ыйту çуралсан, е тĕрлĕ темăпа информаци пĕлтермелле пулсан вĕсем çак сайт урлă райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕпе чăрмавсăрах çыхăнма пултараççĕ.

 Хаçат ĕçченĕ — обществăпа политика пурнăçĕн пайĕн редакторĕ Елена Петрова ноябрĕн 26-30-мĕшĕсенче волонтер-профориентаторсен хушшинчи «Санăн професси суйлавĕ» ятпа иртекен республика шайĕнчи акцие хутшăнса вĕренекенсене журналист профессийĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Асăннă шкулта хаçт-журналпа тачă çыхăну тытакан вĕренекенсем йышлă. Вĕсене тупса палăртса пултарулăхне аталантарса пырассинче «Çамрăк çеçпĕлсем» литератра кружокĕн ертỹçин — чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн Галина Енейкинан тỹпи пысăк. Вăл кружок ĕçĕпе, унта çỹрекенсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, çамрăк сăвăçсем хăйсен сăввисене чуна хумхантарамалла каласа кăтартрĕç.

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче табак туртма пăрахмалли пĕтĕм тĕнчери кун пулчĕ. Ăна халалланă «Сигарета канфетпа улăштаратпăр» акцие шкулти волонтерсем хастар хутшăнчĕç. Татьяна Никифорова социаллă педагогпа шкулти медицина ĕçченĕ Алена Можаева вĕренекенсене табак сиен пирки тĕплĕн ăнлантарчĕç. Татьяна Владимировна «Йỹçĕ тĕтĕмĕн вăрттăнлăхĕ» ятпа кинолектори йĕркелерĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: тĕл пулăва хутшăннисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code