Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 1068)

«Шоколад — ачасене»

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен умĕн Чăвашпотребсоюз "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕпе пĕрле çулсеренех "Шоколад - ачасене" акци йĕркелет. Кăçал вăл ноябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 20-мĕшĕччен иртет. Çак тапхăрта ыр кăмăллăх акцине хутшăнакан кашни çын Чăвашпотребсоюз лавккисенче (пирĕн районта тĕрлĕ ялсенче вырнаçнă 15 лавккара тата обществăлла апатланăвăн икĕ пунктĕнче) кондитер

Подробнее

Нумай пурăн эс пире савăнтарса…

89 çулпа пыракан Зинаида Капитоновна алăк чĕриклетнине илтнĕрен майĕпен вырăн çинчен тăрса ларчĕ. - Ара, кỹршĕ Таня тин çеç каçса килнĕччĕ, мĕн те пулин манса кайрĕ пулĕ, - вĕлтлетрĕ хĕрарăмăн пуçĕнче çавра çил пек шухăш. Çу кунĕсенче хулара тăрас килменрен вăл тăван килне кайма кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Ачисем куллен кунта тăрайманран, Татьяна

Подробнее

Анне юратăвĕ, ăшши…

Амăшĕ кăна ачана чăнласах юратать, ăна хăйĕн ăшшине, ачашлăхне, ырăлăхне парнелет, унăн çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнать. Анне юратăвĕпе ăс-хакăлĕ, ырă кăмăллăхĕ ачисемшĕн ĕмĕр тăршшĕпех тĕрек пулса тăрать. Вăл тĕпренчĕкĕсене йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, çитĕнỹсем тума пулăшать. Уяв умĕн Чăвашстат специалисчĕсем Чăваш Енри амăшĕсем пирки ятарлă кăтартусем хатĕрленĕ. Чăваш Республикинче 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ

Подробнее

Чи хаклă çын

Анне - мĕнле çепĕç те ырă сăмах. Çак сăмахпа кашни çын хăйĕн амăшне юратса тата хисеплесе чĕнет. Мĕн тери телейлĕ-ха эпир аннен ăшшине туйнăран. Манăн анне - Надежда Мешкова. Вăл мана ăнланакан, маншăн тăрăшакан çĕр çинчи чи ырă та лайăх çын. Кашни ир пире хăйĕн çепĕç сассипе тутлă ыйхăран вăратать,

Подробнее

Граждансене йышăнмалли эрне

"Единая Россия" партие йĕркеленĕренпе 16 çул çитнине халалласа пысăк мероприяти иртет. Чỹк уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 3-мĕшĕччен "Единая Россия" партин Председателĕн Чăваш Республикинчи общество йышăну пỹлĕмĕсенче, çавăн пекех регионти мĕн пур муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи вырăнсенчи 26 общество йышăну пỹлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнмалли эрне иртет. Ăна партие йĕркеленĕренпе 16 çул

Подробнее

Интернет уçлăхĕнче те асăрханар

Сăмах. Мĕн тери пысăк вăй пытаннă унра. Вăл çынна хавхалантарма та, çав вăхăтрах çапса хуçма, теприне тỹрĕ çул çине тăратма е унран пăрма пултарать. Ахальтен мар ăна хĕç-пăшалпа танлаштараççĕ. Паянхи кун террористсемпе экстремистсем ытларах Интернетри тĕрлĕ сайтсем урлă çыхăнса сăмах вăйĕпе халăха тỹрĕ çултан пăрма, пусмăрлама хăтланаççĕ, нацисен хушшинче хирĕçỹлĕх

Подробнее

Виртуаллă тĕнчере эпир хỹтлĕхсĕр

Малтанлăха палăртнă тăрăх, 2018 çулта РФ Патшалăх Думин депутачĕсен социаллă сетьсен ĕç-хĕлне право енчен йĕркелесе тăма сĕнекен саккун проекчĕ вăя кĕмелле. Саккун социаллă сетьсенчи страницăсене чăн ятпа тата паспортпа уçмаллине палăртать. Пĕр çыннăн пĕр аккаунт пулма тивĕç. Çавăн пекех саккун 14 çула çитмен ачасене социаллă сетьпе усă курма чарать. Депутатсен

Подробнее

Коррупци никĕсне хавшатать

Коррупцие çĕнтермелли утăмсенчен пĕри - çак преступленин тĕп сăлтавĕсене пĕтересси, уйрăм коррупционерсене тивĕçлипе явап тыттарасси. Раççей Федерацийĕн Уголовлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексне кĕртнĕ улшăнусем коррупцие хирĕç тата та витĕмлĕрех кĕрешме хистеççĕ. Вĕсемпе килĕшỹллĕн, ку енĕпе айăпа кĕнĕ çыннăн ирĕклĕхне чакарма е ăна ирĕклĕхсĕр хăварма пултарнисĕр пуçне, саккуна пăсакана

Подробнее

Ĕç шыракана пулăшать

"Ĕç Раççейре" портала ĕç шыракана пулăшу пама йĕркеленĕ. Унта вакансисен пĕтĕм Раççейри базине вырнаçтарнă, базăна халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем тата ĕç паракансем йĕркелесе пыраççĕ. Асăннă порталта кирек хăш ỹсĕмри гражданин, çавăн пекех халăхăн социаллă хỹтлĕхсĕр сийĕ валли те, вакансисем пур. Шыравăн ансат та меллĕ тытăмĕ çынна хăйне килĕшекен ĕç вырăнне тĕрлĕ

Подробнее

Раççей çарĕн ноябрь уйăхĕнчи паллă кунĕсем

26. 1904 çулта Порт-Артур крепоçĕн вырăс çарĕсен гарнизонĕ, вĕсене хупăрласа илни 10 уйăх иртсен те, яппунсен тăваттăмĕш штурмне сирсе янă. Унта тăшмансене çапса салатнă _ яппунсен 110 пин салтакне вĕлернĕ. Вĕсен командующийĕ каярахпа харакири тунă. 29. 1941 çулта контрнаступлени вăхăтĕнче Кăнтăр фрончĕн салтакĕсем Дон çинчи Ростова ирĕке кăларнă.

Подробнее