Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 1088)

Сывлăхпа спорт кунĕ

Район çыннисем паян "Улăп" сывлăхпа спорт керменне тỹлевсĕрех кĕме пултараççĕ. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн республикăра кашни уйăхра сывлăхпа спорт кунĕ ирттереççĕ. Ăна халăх хăйĕн сывлăхне тимлĕх уйăртăр, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăштăр, спорт объекчĕсенче сывлăхне çирĕплеттĕр тесе йĕркелеççĕ.

Подробнее

Раççей ăмăртăвĕнче — виççĕмĕш

Смоленск хулинче 16 çул тултарман хĕрачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей шайĕнчи ăмăрту пулса иртнĕ. Унта Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командине Кармал хĕрачи, Иван Егоров тренер патĕнче ăсталăхне туптанă, хальхи вăхăтра Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренекен Анастасия Лапшина хутшăннă. Çивĕч кĕрешỹре Анастасия виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Подробнее

Хыпар сахалрах — хỹтлĕх пысăкрах

Интернет уçлăхĕ вĕçĕ-хĕррисĕр океан евĕр. Мĕнлерех тытмалла хамăра виртуаллă тĕнчене лексен? Мĕн тума юрать е юрамасть? Çак тата ытти ыйтусем çине хуравсем тупма пулăшас тата ăнлантарас, халăха социаллă сетьсенчи киревсĕр-лĕхрен асăрхаттарас тĕллевпе Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствипе Чăваш Республикин Роскомнадзор управленийĕ йĕркеленипе республикăра юпа уйăхĕн 18-24-мĕшĕсенче персоналлă

Подробнее

Халăха пĕлсе тăма

Райадминистрацин ЗАГС пайĕ 2017 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен çак йĕркепе ĕçлет: ытларикун-эрнекун - 8.00 сехетрен пуçласа 17.00 сехетчен; апат вăхăчĕ - 12.00 сехетрен пуçласа 13.00 сехетчен; шăматкун - 8.00 сехетрен пуçласа 16 сехет те 30 минутчен; апат вăхăчĕ - 12.00 сехетрен пуçласа 12 сехет те 30 минутчен; канмалли кунсем - вырсарникун, тунтикун; уйăхăн юлашки кĕçнерникунĕнче халăха

Подробнее

Пулăшу вырăнлă

Патшалăх граждансене тĕрлĕ социаллă пулăшупа тивĕçтерни халăха шанчăклă туйма май парать. Чăваш Енре ЧР 2004 çулхи чỹк уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 43 номерлĕ саккунне тĕпе хурса республика бюджетĕнчен тыл ĕçченĕсене (районта паянхи кун 641 тыл ĕçченĕ пурăнать) социаллă пулăшупа тивĕçтерес тĕллевпе уйăхсерен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Кăçал тỹлевĕн виçи 1044 тенкĕпе танлашнă. Чăваш Республикин 2004

Подробнее

Вĕренекенсемпе тĕл пулнă

Елчĕк шкулĕнче çак кунсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн информаципе консультаци бригади пулнă. Аслă шкулăн представителĕсем аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулнă май вĕренекенсем хушшинче аграри профессийĕсен сумне ỹстерес тĕллеве мала хунă. Çавăн пекех вĕсем ял хуçалăх аталанăвĕнчи тата яллă территорисене социаллă аталантарас тытăмри патшалăх пулăшăвĕсем пирки те каласа кăтартнă. Видеороликсем урлă

Подробнее

«Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ»

ораганизаци кăçал хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çавна май асăннă организаци республикăри кашни района çитсе хĕрарăмсен юхăмĕсен представителĕсемпе тĕл пулусем йĕркелес тĕллеве мала хурать. Çак кунсенче организаци членĕсем Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче районти хĕрарăмсен канашĕн членĕсемпе курнăçнă, тĕрлĕ темăпа калаçу йĕркеленĕ.

Подробнее

Ĕçе вырнаçтарнă

2017 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне Елчĕк районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрта 49 ĕçсĕр çын шутра тăни паллă. Çулталăк пуçланнăранпа асăннă центра тивĕçлĕ ĕç шыраса 693 çын пынă, хальхи вăхăт тĕлне 620-шĕ тĕрлĕ ĕçе вырнаçнă. Предприятисемпе организацисем ĕçпе тивĕçтерекен центра 350 ĕçчен кирлине хыпарланă, çав шутран 93,43 проценчĕ - рабочи профессийĕсемлĕ

Подробнее

Ящур чирĕнчен асăрханар

Ящур - хăвăрт сарăлакан тата ерекен чир. Унпа ĕне выльăх, сурăх-качака, сыснасем чирлеççĕ. Çавăн пекех вăл çынна та ерме пултарать. Çамрăк выльăхсем чире йывăр ирттереççĕ е вилеççĕ. Лашасем çак чирпе чирлемеççĕ. Ящура пуçарса яракан вирус темиçе тĕрлĕ пулма пултарать: А, О, САТ-1, САТ-2, САТ-3 тата Азия-1. Вирус пысăк температурăра хăвăрт

Подробнее

18-24 октября — Неделя защиты персональных данных

—Нормативные документы —Информация о защите прав субъектов персональных данных —Уведомление об обработке персональных данных —Ответственность за нарушение законодательства Российской Федерации в области персональных данных —Что нужно знать родителям и детям —Правила работы детей в сети «Интернет»   C 18 по 24 октября 2017 года в Чувашии пройдет Неделя защиты персональных данных. Данное мероприятие проводится Министерством информационной политики

Подробнее