Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 13)

Ĕç тухăçлăхĕ пысăк технологисенчен, паллах, ĕçлекенсенчен те нумай килет

Владимир Путин,Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: "Юлашки вăхăтра ял хуçалăх производстви пысăк технологиллĕ отрасль пулса тăчĕ. Раççей аграрийĕсем тунă çитĕнỹсем ăнăçлăхпа çут çанталăкран килмеççĕ. Ку вăл - ĕçре усă куракан пысăк технологисем те, наука тĕпчевĕсем те, ял хуçалăх предприятийĕсене килекен патшалăх пулăшăвĕ те, хăйсен ĕçне парăнса вăй хуракансем те". Сергей АРТАМОНОВ,Чăваш Енĕн вице-премьерĕ -

Подробнее

Пур ĕçре те пуçаруллă

Кĕçĕн Таяпа территори пайĕнчи ялсенче те пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн нумай ĕç туса ирттереççĕ. Таяпа Энтринчи масар патне каякан çула халăхран укçа пухса малтанах çурри таран вак чул сарма пултарнăччĕ. Кăçал вара çак çула площадка туса масар хапхи таранах çитерчĕç. Арман касси çыннисем те кăмăллă. Урама пырса кĕмелли çĕр кĕпере çурхи шыв

Подробнее

Тыл ĕçченне — 95 çул

Курнавăш ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕ Раиса Смирнова 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Раиса Николаевна ăспа-тăнпа пурăнать, хăйĕн урипе утса çỹрет. Унăн ачалăхĕ вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтра иртнĕ. Çамрăк çулĕсене пархатарлă профессине халалланă - фельдшер-акушер пулса тăрăшнă. Раиса Никоновна мăшăрĕпе Александр Петровичпа 5 ача çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Ачисем çĕршывăн

Подробнее

Лайăххине хакласчĕ

Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Тĕп ыйтусенчен пĕри - коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухнин ĕçĕн пахалăхĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый асăннă ыйтăва йышлă активпа мар, вырăна тухса тишкерес тенĕ. Округри ялсенчи çỹп-çапа турттарса тухассине 2021 çултанпа Александр Нягин ертсе пыракан "Стройэнергосервис"

Подробнее

Мас-рестлинг ăмăртăвĕнче

Елчĕкри Спорт çуртĕнче мас-рестлинг енĕпе шкул ачисен округри ăмăртăвĕ иртнĕ. Хире-хирĕç ларса патакпа пĕр-пĕрне туртса илессипе чылай атлет вăй виçнĕ. Хăйсен виçисенче унта Мария Купташкина, Давид Павлов (Çĕнĕ Пăва), Елизавета Иванова, Ярослав Мартышкин, Андрей Егоров (Курнавăш), Кристина Жирнова, Никита Яковлев (Елчĕк), Ульяна Левая (Патреккел), Софья Афанасьева (Аслă Елчĕк), Роман Николаев (Çирĕклĕ

Подробнее

2025 çула амăшĕн капиталĕн калăпăшĕ паллă

Çитес çул амăшĕн капиталĕ пĕрремĕш ачашăн 46 пине, иккĕмĕш ачашăн 61 пине ỹснине пĕлтернĕ РФ ĕçпе социаллă хỹтлĕх министрĕ Антон Котяков. "Эпир амăшĕн капиталĕпе 1 миллиона яхăн çын усă курасса шанатпăр", - тенĕ министр. Вăл палăртнă тăрăх, çитес индексаци февральте пулать. Пĕрремĕш ачашăн 677 пин тенкĕпе, иккĕмĕшшĕн 894 пин тенкĕпе танлашать.

Подробнее

Патшалăх тĕревĕ ял бизнесне аталантарма пулăшать

Пĕчĕк тата вăтам бизнес мĕн пур сферăра, çав шутра агропромышленность комплексĕнче те анлăн сарăлса пырать. Наци проекчĕсем, патшалăх программисем бизнеса аталантарма çул уçаççĕ. "Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пайтаçăсем çăмăллăх кредичĕпе, лизингпа усă курма, производствăна аталантарма грант, субсиди илме пултараççĕ. Патшалăх тĕревĕ хушма хуçалăх тытакансене хăйсем тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленме

Подробнее

Çар ретĕнче — 10 çул

Курнавăш территори пайне кĕрекен Аслă Шăхаль ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 116 çын хутшăннă. Афганистанра интернационалла тивĕçе çичĕ çамрăк пурнăçлани те пĕчĕк ялшăн пысăк йыш. Çурçĕр Кавказри хирĕç тăрура пулнисем - виççĕн. Çĕршывăн интересĕсене Украинăри ятарлă çар операцийĕнче хỹтĕлекенсем те сахаллăн мар: тăваттăн. Юлашкисенчен пуринчен те чи опытли, паллах, Дмитрий Чугунов

Подробнее

«Чи кирли — эпир ывăнар мар»

Çывăх вăхăтрах Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне пирĕн округран черетлĕ пулăшупа тепĕр ушкăн тухса каймалла. Унăн йышĕнче право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕ - Елчĕк тата Красноармейски районĕсен прокурорĕнче ĕçленĕ Николай Анатольевич Муллин та пур. Раççейĕн çĕнĕ регионĕсенче вăл кăçал пилĕк хутчен пулнă. - Николай Анатольевич, çак çывăх мар, çав

Подробнее

Ивановсен пылĕ СВОна çитнĕ

Республикăра "кĕмĕл" волонтерсен "Кĕмĕл чун" форумне ирттересси йăлана кĕнĕ. Çемье çулталăкне халалланă кăçалхи мероприяти, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртнĕскер, аслă ăрури волонтерсен пархатарлă ĕçĕсене, çемьере çирĕпленнĕ паха тĕслĕхсене кăтартса парассипе çыхăннă. Чăн та, Чăваш Енре хăйсен кăсăкланăвĕсене йăхран йăха куçарса пыракан çемьесем питĕ йышлă: музыка инструменчĕсем ăсталакансем тата вĕсемпе

Подробнее