Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 16)

Экономикăна витĕм кỹрет

Ултă çул каялла хута кайнă "Ĕç тухăçлăхĕ" наци проекчĕ вĕçленсе пырать. Çак хушăра наци проектне çĕршыври 6 пин ытла предприятипе 1,5 миллион ытла çын хутшăннă. Ку шутран 4 пин организаци хăйсен тупăш калăпăшне 318 миллиард тенкĕ ỹстернĕ. Ĕç тухăçлăхне ỹстересси штата чакарассипе е çынна ĕçрен хăтарассипе пачах çыхăнман. Кадрсен ыйтăвне татса

Подробнее

Дронпа — куçа-куçăн

Ятарлă çар операцине хутшăнакан Тăван çĕршывăн салтакĕпе офицерĕн пурин те пĕр тĕллев - нацизма тĕп тăвасси. Унта вĕсен кашнин хăйĕн вырăнĕ, хăйĕн тивĕçĕ. Танкист водителе е водитель мотострелока улăштарма пултарĕ. Анчах сапера - сапер çеç. Вĕсен ĕçне сенкер экран çинче кăна куратпăр пулсан та, хăрушлăх юнашарах çỹрени иккĕлентермест. "Сапер пĕр хутчен

Подробнее

Салтаксене пулăшаççĕ

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшмалли кун та иртнĕ Тĕмерте. Ял кунне юлашки хут 2020 çулта ирттернĕччĕ. Çĕршывра ковид чирĕ хуçаланма тытăнсан, унтан Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан хăна-вĕрле пуçтарса савăнасси вырăнлă пулăм маррине пурте ăнланаççĕ-ха. Çитменнине, Тĕмертен ятарлă çар операцине хутшăнса икĕ çамрăк пуçне хучĕ. Хальхи вăхăтра саккăрăшĕ - вăрçă вутĕнче.

Подробнее

Хисеплĕ педагог-ветерансем

Уроксем вĕçленнĕ. Учительсен пỹлĕмĕпе юнашар класра хĕр ачасем хуллен юрлани илтĕнет. Апла пулсан, Маргарита Перепелкина вĕрентекен ертсе пыракан "Алă ăстисем" кружока çỹрекенсем черетлĕ занятие пуçтарăннă. 40 çул ытла пулса иртнĕ самантсем ĕнерхи кунри евĕр туйăнса тăраççĕ. Ачалăхăн ытларах кунĕсем Хăвăлçырма ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта иртнĕн туйăнаççĕ мана. Шкулти уроксемсĕр пуçне

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Героя асăнса Елчĕкри "Улăп" ФОКра Раççей Федерацийĕн Геройне, РФ спорт мастерĕн кандидатне Николай Алексеевич Петров гвардин аслă лейтенантне асăнса шкул ачисен кире пуканĕ спорчĕн иккĕмĕш турнирĕ иртнĕ. Унта ултă шкулти спортсменсем хăйсен ỹсĕмне кура пурĕ 17 виçе категорийĕнче тупăшнă. Вĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, хаçат редакторĕ Николай Малышкин тата Геройăн ашшĕпе амăшĕ

Подробнее

Елчĕксен опычĕпе паллашнă

Республика тĕп хулинчен аякра вырнаçнă Елчĕк тăрăхĕнче те хăнасене кăтартмалли сахал мар. Юлашки çулсенче хăтлăхпа тирпей-илем ыйтăвĕпе уйрăмах çине тăрса ĕçленĕрен Пăла тăрăхне уйрăм çынсем те, делегацисем те килсех тăраççĕ. Хальхинче ĕçлĕ визитпа пирĕн патăмăрта Кострома облаçĕн делегацийĕ - администрацин, муниципаллă пĕрлешĕвĕн Канашĕн представителĕсем, округсен пуçлăхĕсем (сăн ỹкерчĕкре) пулнă. Вĕсем Чăваш

Подробнее

Яланлăхах таврăнчĕ…

Тăван çĕршывăн историйĕнче, нумай çул иртсен те, халăх асĕнчен тухма пултарайман самантсем пур. Вăхăт та вĕсен паттăрлăхне манăçлăха кăлараймасть, татах та мăнаçлăрах палăртать çеç. Хăш-пĕр çын шăпинче вара истори пулăмĕсем тĕкĕр çинчи евĕр курăнаççĕ… Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкулта историе çырăнма тивĕç мероприяти иртрĕ. Çак кун асăннă учрежденирен вĕренсе тухнă

Подробнее

Кашни утăм — çĕкленỹллĕ кăмăл-туйă

Сентябрь те вĕçленсе пырать, апла пулин те çулла "эстафетăна" пама васкамасть-ха кĕркуннене. Асăннă уйăхăн 21-мĕш кунĕнче округри тĕп лапамра 21-мĕш нацисен кросне хутшăнакансене те ăшă çанталăк кĕтрĕ - 21 градус. Сывă пурнăç йĕркипе туслисене, вĕсемшĕн "чирлеме" килнисене малтанах Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ, çăмăл чупу, хаваслă кăмăл-туйăм сунчĕ. Ăмăрту вара

Подробнее

Туслă коллективра ĕç ăнать

"Сатурн" ял хуçалăх кооперативĕн пĕтĕм производство участокĕнче ĕç-хĕле тивĕçлипе йĕркеленĕ. Кунта пỹлмене çулсерен тухăçлă тыр-пул хываççĕ, сĕт тата аш-какай туса илессипе те округра малтисен йышĕнче. Çитĕнỹсем коллектив туслăхра, ăнланулăхра тăрăшнăран килеççĕ. Хуçалăхра ферма витисене хĕле тахçанах хатĕрленĕ. Дезинфекци, юсав ĕçĕсене пурнăçлассине Николай Купташкин заведующипе Сергей Бобров слесарь иккĕшех май çитернĕ. Ăшă

Подробнее

«Пĕрле коррупцие хирĕç»

2024 çулта Раççей Федерацийĕн Тĕп прокуратури "Пĕрле коррупцие хирĕç" Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен социаллă коррупцие хирĕç реклама конкурсне йĕркеленĕ. Конкурса 16-25 çулхи çамрăксене йыхравлаççĕ. Вĕсен "Пĕрле корруцие хирĕç" темăпа коррупцие хирĕç кĕрешнĕ чухне усă куракан шухăшсемпе çыхăнтарса конкурс ĕçĕсем хатĕрлемелле. Çавăн пекех çак енĕпе тĕнче шайĕнчи хутшăнусен пĕлтерĕшне тата вырăнне кăтартса памалла.

Подробнее