Ырă тĕслĕх
Ятарлă çар операцийĕнче хăюлăхпа тата паттăрлăхпа палăрнăшăн тĕрлĕ наградăсем тивĕçнĕ ентешсенчен хыпарсем килсех тăраççĕ. Вĕсемпе эпир савăнатпăр, мăнаçланатпăр, кашнинех киле ырă-сывă таврăнасса кĕтетпĕр. Елчĕкри Дмитрий Тихонов нумаях пулмасть Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ. Димăн унсăр пуçне "Çапăçусенче палăрнăшăн", II степень "Çарти паттăрлăхшăн", II степень "Пĕр кăлтăксăр службăшăн" медальсем те пур. Антон Мальцева (Елчĕк)
Подробнее