Вторник, 26 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 25)

Чечексен илемне хаклакан

Шкулта вĕреннĕ çулсенчех нумай ачан уйрăм кăсăклану çуралать. Ку вăл вĕрентекенрен те килет. Тăрмăш шкулĕнче биологипе вĕрентнĕ Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учительне Евгения Николаевна Кучаковăна паян та ырăпа асăнаççĕ. Пысăк сад пахчинче вăл хĕр ачасене йывăçсене сыпма, чечексем акма-лартма, рассада тума хăнăхтарнă. Чечек вăррисене килĕсене те парса янă. Çавна май

Подробнее

Паттăр мăнукĕпе — тĕл пулу

Совет Союзĕн Геройĕн Александр Филиппович Беляевăн мăнукĕ Екатерина Анатольевна аслашшĕн 116-мĕш çуралнă кунĕ умĕн хăйĕн çывăх тăванĕсене курма иртнĕ кунсенче Елчĕке килсе çитнĕ май тĕп библиотека ĕçченĕсемпе те тĕл пулчĕ. Эпир ăна тараватлăн кĕтсе илтĕмĕр, вăл килнĕ çĕре ятарласа курав та хатĕрлерĕмĕр. Кăçалхи çу уйăхĕнче паллă ентешĕн тăванĕсем библиотекăна Тăван çĕршывăн

Подробнее

«Пурте лайăх…»

Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пирĕн салтаксем хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнине массăллă информаци хатĕрĕсем урлă паллашсах тăратăп. Вĕсемпе яланах мăнаçланатăп. Манăн аппан ывăлĕ - Питтĕпел ялĕнчи Геннадий Евдокимов та çĕршывăн паттăр хỹтĕлевçисен йышĕнчен. Вăл Кивĕ Эйпеçри тĕп, Курнавăшри вăтам шкулсенче, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче пĕлỹ илнĕ. Ун хыççăн, алла техник-механик специальноçĕн дипломне

Подробнее

Валентина Порядковăна — Лука Крымский медалĕ

Хăвăлçырма ялĕн хĕрне, Мускаври С.Н.Федоров академик ячĕллĕ Куç микрохирургийĕн Шупашкарти филиалĕн медсестрине Валентина Порядковăна (Михеевăна) Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Лука Крымский медалĕпе наградăланă. Ентешĕмĕр ăна пысăк профессионализмшăн, ĕçе чунтан парăннăшăн тата экстремаллă условисенче медицина пулăшăвĕ панă чухне хăйне шеллеменшĕн тивĕçнĕ. Валентина Витальевна хăй вăхăтĕнче Канашри медучилищĕне пĕтернĕ. Ятарлă çар операцийĕ пынă

Подробнее

Салтаксене — тав!

Ятарлă çар операцийĕнче çĕршывăн чысне хỹтĕлекен ентеш-паттăрсемпе малаллах паллаштаратпăр. Вĕсенчен чылайăшĕ тулли мар мобилизаци йĕркипе е контрактпа çар ретне тăнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн салтаксене тĕрлĕ вăхăтра награда панă. Жуков медальне тивĕçнисен хушшинче Роман Левый (Çирĕклĕ Шăхаль), Павел Аверьянов (Çĕнĕ Пăва), Илья Савастьянов (Курнавăш), Алексей Гаврилов (Çуткỹл), Артем Дмитриев (Шуршу), Дмитрий Лукиянов (Елчĕк)

Подробнее

Владимир Викторова — медаль, Тав çырăвĕ

Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ỹснĕ ентешĕмĕре - Шупашкар округĕн тĕп больницин тĕп тухтăрне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Владимир Викторова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов "Шупашкар хулине - 555 çул" медальпе, "Единая Россия" партин Тав çырăвĕпе чысланă. Çак ят-сума ахальтен тивĕçмен вăл. Республика историйĕн страницинче унăн ячĕ уйрăм сас

Подробнее

Пурнăç йывăçĕ

Çирĕклĕ шывĕн сулахай енче вырнаçнă Матросов тăкăрлăкĕ ял пуçланса кайсанах йĕркеленнĕ теççĕ. Çуллахи вăхăтра техника ытлашши кĕрсе çỹременрен эпĕ астăвассах кунта симĕс курăк ешеретчĕ, халĕ те çаплах. 1962 çулхи çу уйăхĕн 7- мĕшĕнчи хăрушă пушар вăхăтĕнче 32 çуртпа пĕрле пирĕн кил те шĕл кăвара çаврăннăччĕ те, эпир çак тăкăрлăкри аннен

Подробнее

Хула турнирĕнче

Елчĕк округĕн кире пуканçисен пĕчĕк ушкăнĕ Шупашкар хулин юбилейне халалланă уçă турнирта вăй виçнĕ. "Спартак" стадионта иртнĕ ăмăртăва Ямал-Ненец автономи округĕн, Чулхула облаçĕн атлечĕсем те хутшăннă. 53 килограма çитичченхи виçере Софья Соловьева (Кавал), 63 кг виçере Тарас Пупин (Кĕçĕн Шăхаль), 85 кг виçере Александр Константинов (Тăрăм) спорт мастерĕ чи малтисен йышне

Подробнее

Шкула кайма пулăш

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн округра "Шкула кайма пулăш" ыр кăмăллăх акцийĕ иртет. Юнкун пархатарлă ĕçе Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова тата округ пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă. Вĕсем округ администрацийĕн ĕç пỹлĕмĕнче тăватă ачаллă çемьене йышăннă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ, шкула вĕренме кайма кирлĕ хатĕрсем парнеленĕ. Нумай ачаллă

Подробнее

Ирккан аллисем таса

"Тимĕр алăксемпе пĕр-пĕринчен хупăнатпăр, тимĕр алăксем хыçне пĕр-пĕринчен пытанатпăр. Камран таратпăр? Çынсенчен таратпăр. Камран пытанатпăр? Çынсенчен пытанатпăр.Чĕресем çине тимĕр алăксем лартатпăр. Куçăмăрсене тимĕр хупăлчасемпе хуплатпăр. Камран хăратпăр? Камран шикленетпĕр?Хамăртан хамăр хăратпăр! Хамăртан хамăр шикленетпĕр!Чĕтресе хăрасах пурнăçăмăра пурăнса ирттеретпĕр". Ку прозăлла сăвă тин кăна пичетленсе тухнă "Пĕр ывăç канфет" ятлă кĕнекерен. Авторĕ

Подробнее