Вторник, 26 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 30)

Пулас ашшĕсене

Пепке çураласса кĕтекен арçынсем валли Шупашкарта ятарлă урок иртнĕ. Çемьене "çĕнĕ кайăк" вĕçсе килессе мĕнле хатĕрленмелле? Тин çуралнă ачана мĕнле пăхмалла? Çак енĕпе хăнăху илес тесе пулас ашшĕсене çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Хулари 1-мĕш клиника больницин хĕрарăмсен консультацине йыхравланă. Пулас ашшĕсемпе занятие акушер-физиологи уйрăмĕн ертỹçи Александр Чачик ирттернĕ. Вăл ача кĕтнĕ вăхăтра

Подробнее

Ĕçе лайăхлатассипе

Чăваш Енри сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисен округри уйрăмĕн правленийĕн ларăвĕ иртнĕ. Ларура, тĕпрен илсен, правлени ĕçĕн отчетне итлерĕмĕр, контрольпе ревизи комиссийĕн акчĕсене пăхса тухрăмăр. Ку тĕлĕшпе ĕçе лайăхлатмалли те тĕп вырăнта пулчĕ. Ĕçлĕ тĕл пулăва округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Марина Павлова тата халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕ Владимир Федоров хутшăнчĕç, сăмах каларĕç. Людмила

Подробнее

100 пин тенкĕ преми

Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн чăваш чĕлхипе, тутар чĕлхипе халăхсем тата регионсем хушшинчи олимпиадăсенче çĕнтерỹçĕсемпе призерсене хатĕрленĕ учительсене укçан хавхалантарма йышăннă. Чи пултаруллă 21 педагог йышĕнче Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Надежда Кузнецова та пур. Çĕнтерỹçе хатĕрленĕшĕн вăл 100 пин тенкĕ премине тивĕçнĕ.

Подробнее

Программа ĕçлени — курăмлă пулăшу

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа - Елчĕк муниципалитет округĕн хуçалăхĕсенче тырă вырас тата выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пыни çинчен - округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн

Подробнее

Чир-чĕр çулне пỹлет

Репродуктивлă çулсенчи çынсен сывлăхне тĕрĕслесех тăни чир-чĕре маларах тупса палăртма пулăшать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин халăха упрамалли тĕллев лартнă май анлă диспансеризаци кирлине çирĕплетет. Çакă сиплев мерисене вăхăтра йышăнма май парĕ. Пĕрремĕш хут диспансеризаци 18 çулта, унтан кашни 3 çултан, 40 çултан пуçласа вара кашни çулах тухмалла. Ытти ỹсĕмрисен те

Подробнее

Паттăр салтаксене — мухтав

Çĕршыв чĕнсен ентешсем унăн интересĕсемпе никама пăхăнманлăхне хỹтĕлес тĕллевпе кар тăрса аллисене хĕç-пăшал тытрĕç. Ятарлă çар операцийĕнчен пирĕн салтаксен ячĕпе нумай-нумай ырă хыпар килни округри кашни çыннăн чĕрине ăшăтать паллах. Вĕсем пирки эпир хаçат страницисенче тапхăр-тапхăр çутатса пыма тăрăшатпăр. Сирĕн тăванăрсем те ятарлă çар операцийĕнче награда илнĕ пулсан, хаклă вулакансем,

Подробнее

Талăкра пĕр сехет çывăрни те пулать

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан кашни салтакăн хăйĕн должноçĕ, тивĕçĕ. Штурмовикпа артиллеристран пуçласа çăкăр пĕçерекенпе повар таранччен пĕр тĕллев вĕсен - çĕнтерĕве çывхартасси. Кунта, паллах, медицинăпа санитари службинче тăракансен тỹпи те çав тери пысăк. Хăйĕн ирĕкĕпе Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче çĕршыв хỹтĕлевçисен ретне тăнă Елчĕк каччин Дмитрий Бобровăн биографийĕ "гражданкăра" та ăнăçлă çырăнма

Подробнее

Çут çанталăк ырлăхĕнче

Иртнĕ кану кунĕнче Елчĕк округĕнчи велосипед çине ларса уçăлса çỹреме юратакансем тăван ен илемĕнче çупăрланма, унăн симпыл евĕр ырă сиплĕхĕпе тарăннăн сывласа киленсе çирĕп вăй-хал пухма пултарчĕç. Велосипедистсем халĕччен пулса курман вырăнсене çитес тесе "Улăп" ФОК умне ытти чухнехинчен пысăк хастарлăхпа, тулли кăмăлпа пуçтарăнчĕç. Чи малтанах округ пуçлăхĕн çумĕ-вĕренỹпе çамрăксен политикин

Подробнее

Ĕçлес туртăмĕ пысăк

Физкультурник кунĕ тĕлне хаçатра пĕр-пĕр пултаруллă тренер е физкультура учителĕ çинчен çырасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Хальхинче редакци тĕпелне Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавательне Сергей Александрова чĕнтĕмĕр. - Сергей Всеволодович, сана курма питĕ хавас. Тỹрех ыйтусем çине куçар: спортăн кĕрешỹ стильне суйласа илесси хăçан, мĕнле пуçланнă санăн? - 4-5 классенче

Подробнее

Тĕслĕхлĕ çемье

Пурнăç - экзамен. Кашни уйрăм çын е çемье умне тĕрлĕ задача кăларса тăратать вăл. Ăна тĕплĕн татса парасси ăнланулăхран, килĕшỹрен, тăрăшулăхран нумай килет. Çак паллăсем çемьесен тăнăçлăхне упраççĕ те ĕнтĕ. Тĕслĕх вырăнне икĕ çемьепе паллаштарма кăмăл пур… Степановсем - Виктор Ильичпа Зоя Аркадьевна - Çуткỹл ялĕнчен. Кил хуçи çут тĕнчене Каçал тăрăхĕнчи

Подробнее