Среда, 27 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 38)

Инвалидсене — тимлĕх

Чăваш Ен Правительстви хевтесĕр çынсене 2026 çулччен пăхса пурăнмалли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Вĕсем хăйсем тĕллĕн пурăнма пултарайман 18 çултан аслă инвалидсене килти условисенче пурăнма тата хăйсене пăхма, вăхăта усăллă ирттерме, ĕçлеме пулăшаççĕ. Çавăн пекех сывлăх тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăракан çынсем валли вĕренмелли, професси пĕлĕвĕ илмелли тата ĕçлемелли майсем туса параççĕ.

Подробнее

«Ялти пĕр кун»

республика проекчĕпе килĕшỹллĕн Шупашкар ачисем округсене çитсе килнĕ. Ку проект пулăшнипе яшсемпе хĕрсем республикăн пурнăçĕпе, историйĕпе паллашаççĕ, паллă вырăнсемпе туризм объекчĕсене кайса кураççĕ. Июнь уйăхĕнче 520 ача çул çỹреве тухнă. Вĕсем 7 округа çитнĕ. Канаш тăрăхĕнчи Мăкăр кĕперĕ патĕнче, пылпа ĕçлекен хуçалăхра, Муркашри страус ĕрчетекен фермăра, Куславкка округĕнчи Сăр хỹтĕлев чиккисене

Подробнее

Сезона хатĕрленеççĕ

Республикăра 2024-2025 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пурăнмалли çурт-йĕрпе социаллă сферăри объектсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленеççĕ. Пурĕ 23,5 çухрăм чухлĕ ăшă тата шыв сетьне улăштарма тивет. Çавăн пекех çĕршер çурт çи виттине çĕнетме, хутса ăшăтмалли сетьсене улăштарма, шывпа тивĕçтерессине лайăхлатма палăртнă.Хатĕрленỹ ĕçĕсем 2024 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçленмелле.

Подробнее

«Уй кунĕ» иртрĕ

Чăваш Енре июлĕн 17-18-мĕшĕсенче "Уй кунĕ" иртрĕ. Ăна Çĕрпỹ муниципалитет округĕнчи Михайловка ялĕ çывăхĕнче йĕркелерĕç. "Уй кунĕнче" агропромышленность комплексĕн аталанăвне пур енлĕн кăтартнă. Аграрисем кунта çĕнĕлĕхсемпе тата пĕр-пĕрин ĕç ăсталăхĕпе паллашнă. Ял хуçалăх техникипе оборудованисен куравĕ ĕçленĕ,сăнавлă уйсенчи çĕнĕ технологисемпе паллашма та май пулнă. Палăртма кăмăллă, унта пирĕн округри аграрисене те чысланă.

Подробнее

«Маншăн сасăла-ха…»

Юлашки çулсенче конкурссене тĕрлĕ форматпа ирттерме пуçларĕç. Çав шутра - карас телефон сасăлавĕпе те. Çĕртме уйăхĕнче регион шайĕнче "Эпĕ - хĕрарăм" конкурс иртрĕ. Унта округран кăна 26 çын хутшăннă. Вĕсем малтан конкурс материалĕсене тăратнă, унтан рейтинга кура сасăлава кĕртнĕ. Вара пуçланнă "Маншăн сасăла-ха…", - тени. Эпир те, паллах, юлман асăннă процесран. Конкурсантсем

Подробнее

Каллех призерта

Элĕкри "Хĕлхем" спорт шкулĕнче республикăри çемье командисен ГТО фестивалĕ иртнĕ. Вунă команда (ашшĕ, амăшĕ, 8-11 çулхи ача, аслашшĕ е асламăшĕ) пĕтĕмпе 9 дисциплинăра вăй виçнĕ. Елчĕк округĕн чысне хỹтĕленĕ Портновсем - Денис, Елена, Артур тата Владимир Павлович çивĕч кĕрешỹре 3-мĕш вырăна тухма пултарнă. Уйрăм зачетра - пурте иккĕмĕш. Портновсем Çĕрпỹре иртнĕ

Подробнее

Аван ăмăртнă

Шупашкарти "Спартак" спорт шкулĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем тупăшнă. Округри инвалидсен уйрăмĕн председателĕ Людмила Анисимова ертсе пынă ушкăнри Александр Портнов (Аслă Пăла Тимеш), Светлана Краснова (Курнавăш), Любовь Курчина (Çĕнĕ Пăва), Алексей Кульмаков (Аслă Таяпа) 2-3 спорт тĕсĕнче тĕрĕсленĕ хăйсене. Çапла майпа чи лайăх пилĕк спортсмен йышне кĕнĕ. Л.Курчина вара дартс вăййинче 3-мĕш

Подробнее

Черетлĕ тĕл пулура

Çанталăк чылай вăхăт питĕ шăрăх тăнăран пушар хăрушлăхĕ пушшех ỹсет. Çавнашкал çивĕч лару-тăрура пушар хуралĕпе асăрхавĕн ĕçченĕсем тăтăшах халăх хушшинче пулса профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ. Куллен тĕрлĕ вырăнта, тĕрлĕ йышпа тĕл пулатпăр эпир. Нумаях пулмасть, акă, Елчĕкри ВДПО уйрăмĕн ĕçченĕпе Ольга Патшинăпа мăсăльмансен Сăрьел ялĕнчи 14-мĕш прихутне çỹрекенсемпе тĕплĕ калаçу йĕркелеме май

Подробнее

Çĕнĕ хваттер панă

Округра ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнисене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерессине пысăк тимлĕхре тытаççĕ. Елчĕкри Мир урамĕнче çак кунсенче тăлăх ачана пĕр пỹлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтернĕ. Вăл пурăнмалли пĕтĕм условине тивĕçтерет: уйрăм газ хуранĕ, плита, счетчиксем вырнаçтарнă, стенасене илемлĕ обойсемпе, плитасемпе çыпăçтарнă. Сантехника та кирлĕ шайра. Çĕнĕ хваттер хуçине паллă пулăмпа Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый,

Подробнее

Каласан каланă пек, каламасан чун чăтмасть

Тăван тавралăх илемне, унăн тасалăхĕпе хăтлăхне кил-çуртри тасалăхпа, хăтлăхпа танлаштаратăп. "Колхоз ялавĕ" (халĕ "Елчĕк ен") хаçатра вăй хунă çулсенче ун страницисенче чун хушнипе экологи темипе сахал мар статья-корреспонденци çырма, унпа пĕрлех, районти халăх контроль комитечĕн, çут çанталăка сыхлакан районти организацийĕнче президиум членĕн тата секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыма тивнĕрен те пулĕ,

Подробнее