Четверг, 28 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 54)

Салтак ĕмĕрех чĕрере

Вĕрентекен. Кашни вĕренекене хăйĕн ачи евĕр туйса ăс паракан тата пурнăçа вĕрентекен вăл. Класс ертỹçи пулсан вара ачасемшĕн уйрăмах çывăх. Çунат пиллесе шкултан ăсатса ярсан та чĕрисенчен кăлармаççĕ педагогсем вĕренекенĕсене, вĕсен шăпипе пурнăç тăршшĕпех интересленсе тăраççĕ. Çак кунсенче редакцине Аслă Елчĕкре пурăнакан Елена Александровна Шакова кĕрсе тухрĕ. - Хамăн вĕренекене, ятарлă çар

Подробнее

Амăшĕн пилĕпе, ашшĕн тĕслĕхĕпе

Çулсем иртеççĕ, ăрусем улшăнаççĕ, çапах та чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсем нихăçан та асран каймаççĕ. Василий Дмитриевич Дмитриев ячĕ нумай çыншăн пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ, Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ В.Д.Дмитриев 1924 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Энтепе ялĕнче кун çути

Подробнее

Аслашшĕне асран кăлармаççĕ

Шăпа çынна таçта та илсе çитерет. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă пирĕн ентешсем. Тăрăм каччи Юрий Кириллов 1982 çулта Елчĕкри вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Ленинград хулине тухса кайнă, кунта профессипе техника училищинче пĕлỹ илнĕ. 1984-1986 çулсенче Коми Республикинче çар ретĕнче тăнă, снайпер тивĕçне пурнăçланă. Унтах партине кĕнĕ вăл. Салтак тумне хывсан

Подробнее

Сăвăсран асăрханмалла

Çак хурт-кăпшанкă тăпрара, курăк çинче чĕр чунсем тата вĕçен кайăксен йăвисенче пурăнать. Апрель-октябрь уйăхĕсенче унăн хастарлăхĕ уйрăмах ỹсет. Раççейре çулсеренех 5-6 пин çын сăвăс энцефаличĕпе чирлет, вĕсенчен 2 проценчĕ вилет. Унсăр пуçне асăннă хурт-кăпшанкă çак чирсене пуçарать: сăвăс тифĕ, туляреми, эрлихиоз, бабиоз, Лайм чирĕ, юнлă сив чир тата ытти те. Чăваш

Подробнее

Ачасем тимлĕхре пулччăр!

Çу кунĕсенче ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсенчен ăçта выляма каяссине пĕлтерсех тăма ыйтмалла. Ача киле каланă вăхăтра таврăнмасан тỹрех шырама пуçламалла. Çавăн пекех ачасене çул-йĕрсем çинче тимлĕ пулмалли, палламан çынсемпе калаçмалла марри, ют автотранспорт çине ларма юраманни, улах вырăнсенче пĕччен çỹресрен асăрханмалли пирки те тăтăшах аса илтермелле. Кил-хуçалăхра наркăмăшлă шĕвексене, вĕсен

Подробнее

«Ун пекки урăх пулмасть…»

Галина Изратова - паллă ỹнерçĕ-тĕрĕçĕн Татьяна Шаркован йăмăкĕ. Чăваш çĕршывне çĕнĕ кайăк килнине 1957 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче пĕлтернĕ вăл. Илем тĕнчине туртăнасси, ахăртнех, аппăшĕнчен килнĕ пулĕ. Шупашкарти педагогика училищинче вĕреннĕ тата ача садĕнче ĕçленĕ (1982-1996) тапхăрсенче ỹнерте малтанхи утăмĕсене тунă. Ăсталăхĕ çĕкленсе, çирĕпленсе пынă май вара чунĕ ыйтнă ĕçе тỹрремĕнех

Подробнее

Çирĕп контроль кирлĕ

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова хăйсен ĕç вăхăтне туллин усă курнă унта. Ирхине вĕсем Таяпа Энтринчи Анатолий Петровăн хресчен (фермер) хуçалăхĕн уйĕсене çитсе килнĕ. Палăртнă кун тĕлне

Подробнее

Аслă Çĕнтер чапĕ иксĕлмĕ нихăçан

Çĕнтерỹçĕм! Пит инçеччĕ эс пиртен,Кĕл кăварĕ пек сỹнеттĕнччĕ хуллен.Çулăм витĕр, çумăр витĕр талпăнса,Сан пата эпир çывхарнă шăвăнса… Уявсен уявне - Аслă Çĕнтерỹ кунне округра майăн 8-мĕшĕнчех паллă тума пуçланă. Вăл кун кашни ялти палăк умĕнче митингсем иртнĕ, юрă-кĕвĕ янăранă, пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса чĕрĕ чечексем хунă. Мероприятисене ял халăхĕпе пĕрле округ

Подробнее

Нуша курсан та хуçăлман

Çамрăкран ĕçпе пиçĕхнĕ, чăваш хĕрарăмĕн ырă енĕсене мĕн ватăличчен упраса пурăннă хĕрарăм пирки паянхи сăмах. Ачалăхĕ унăн вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Нушине çамрăкранах тутаннă вăл. Зоя Васильевна Максимова (Чернова) 1934 çулхи майăн 19-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралнă. Çамрăкранах аслисемпе пĕрле тăван хуçалăхра пилĕк авма тивнĕ. 1949 çулта 14 çулхи хĕр ача Мускав

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Леонард Левыйăн 2024 çулхи майăн 16-мĕшĕнчи 59-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Яманчурино" сахал яваплă обществăри Юрий Сергеевич КОМИССАРОВ механизатор ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1100 гектар çинче акса хăварнă.

Подробнее