Суббота, 21 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 851)

Иртни куç умĕнчех

– Аттепе анне, тетепе аппа, ытти хăш-пĕр çывăх тăвансем те тахçанах пурнăçран уйрăлса кайнă пулсан та вĕсене ялан аса илетĕп, çывăх çыннăмсем сывă чухнехи пекех куç умĕнче, – тет манăн упăшкан йăмăкĕ, Кармал ялĕнче пурăнакан Валя Краснова /сăн ÿкерчĕкре/. Унпа калаçнă хыççăн ыйхă килмен каçсенче хам та çав аса илÿпе

Подробнее

Вăхăтра тĕрĕсленĕр

Паян кăкăр ракĕ анлă сарăлнă шыçă чирĕсен йышне кĕрет. Тĕнчере çулсеренех 1 миллион ытла хĕрарăм хăйĕнче çак патологине тупса палăртать. Çапла вара кашни саккăрмĕш хĕрарăм вилĕм кÿрекен чирпе куçа-куçăн тĕл пулать. Пĕр сăмахпа каласан, ку чир кирек хăш хĕрарăмăн та пулма пултарать. Кăкăр ракĕпе чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Çав вăхăтрах

Подробнее

Çамрăк çемьесене – пулăшу

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинчен «Чăваш Республикин ял территорийĕсене сулмаклăн аталантарасси» çум программăпа килĕшÿллĕн патшалăх ялсенчи çамрăк çемьесемпе специалистсене пурăнмалли вырăна лайăхлатма пулăшни çинчен пĕлтереççĕ. Кăçал çак пулăшупа 40 çамрăк çемьене тивĕçтернĕ. Ку шутра агропромышленность комлексĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿ, физкультурăпа спорт, социаллă пулăшу тытăмĕсенче тата культурăра ĕçлекенсем пулнă. Çурт-йĕре лайăхлатма бюджетăн темиçе

Подробнее

Яваплăха ăнланса

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕнчи мероприятисене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пынине нумай тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Кулленхи ĕçе РФ Ĕçлев кодексĕпе килĕшÿллĕн, ĕçлев саккунĕсемпе ĕç правин нормисене палăртакан актсене тĕпе хурса пурнăçлаççĕ. Кашни уйăхра ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе йăлана кĕнĕ канашлура ĕç сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Иртнĕ кунсенчи канашлура та

Подробнее

Лейкоз – хăрушă чир

Лейкоз /юн ракĕ/ – выльăхсен вируслă чирĕ шутланать. Унпа кирек хăш ÿсĕмри выльăх та чирлеме пултарать. Вирус юн, сĕт тата ытти материалтан та ерме пултарать. Лейкозран ĕне-выльăха сыватма та çук. Ĕне-выльăх лейкозĕ хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывăн пур регионĕнче, ют çĕршывсенче сарăлса пынине пĕлетпĕр. Çак хăрушă чирпе сĕт нумай антаракан ĕнесем чирлеççĕ. Инфекцие

Подробнее

Туслăх ан чактăр

Çак кунсенче Чăваш Республикинчи Национальноçсен ĕçĕсен канашĕн тата республикăри тĕн пĕрлешĕвĕсемпе çыхăну тытас тĕлĕшпе йĕркеленĕ канашăн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев ертсе пынă. Вăл палăртнă тăрăх, 128 халăх представителĕ пурăнакан Чăваш Енре туслăх, килĕшÿ тата çураçу хуçаланнинче чăваш халăхĕн

Подробнее

Несовершеннолетние владельцы недвижимости

В нашей республике свыше 115 тысяч владельцев различной недвижимости, которые не достигли 18-летнего возраста. Кто-то обладает целыми квартирами, кому-то принадлежит лишь небольшая доля в частном доме или комнате секционного типа, а кто-то имеет и квартиру, и участок, и садовый домик. Размер и количество здесь не имеют значение. Важно то, что

Подробнее

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем энергетика

Чăваш Республикин энергетика отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем! Сире професси уявĕпе – Энергетик кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп! Эсир питĕ кирлĕ ĕç тăватăр, унăн кăтартăвĕсем Чăваш Енре пурăнакан кашни çыннăн хăтлă пурнăçĕшĕн те, регионăн пĕтĕ¬мĕшле аталанăвĕшĕн те шутсăр пĕлтерĕшлĕ. Паян республикăри энергетика комплексĕнче пысăк ăсталăхлă специалистсем ĕçлеççĕ, вĕсем потребительсене энергипе пĕр кăлтăксăр тата

Подробнее

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин анлă пресс-конференцин хаклавĕ

2018 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Унта çĕршыв хăрушсăрлăхне çирĕплетес, экономикăна, социаллă инфраструктурăна, ял хуçалăхне, сывлăх сыхлавне тата ытти отрасле малалла аталантарас тĕлĕшпе хускатнă ыйтусем кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ. Кăçал иртнĕ çулхинчен тырпул сахалтарах туса илнĕ пулсан та, вăл 25 çул хушшинчи 3-мĕш кăтарту

Подробнее

Стартовала акция «Безопасность детей на дорогах»

Безопасность детей и всех участников дорожно – транспортного движения, уменьшение случаев детского травматизма в ДТП являются актуальными вопросами современного общества.    Всероссийская добровольная акция «Безопасность детей на дорогах», посвященная повышению социальной ответственности всех участников дорожно – транспортного движения и улучшению знаний правил дорожного движения, проходит с 29 ноября 2018 года по 28

Подробнее