Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 673)

Аваллăхсăр малашлăх çук

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейне йĕркеленĕренпе 45 çул çитрĕ. Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ Петр Сидоров Елчĕк райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче ĕçленĕ чухне район центрĕнче музей йĕркелесе янă. Малтанхи музей районти культура çуртĕнче иккĕмĕш хутри пушă пỹлĕмсенче вырнаçнă. 1992 çулта ăна ятарлă çурта куçарнă. Экспозицисем хатĕрлессинче Елчĕксене Чăваш Республикинчи краеведени музейĕн ĕçченĕсем нумай

Подробнее

Интернет та суд сакки çине лартать

Интернетри тĕрлĕ сайтсенче иккĕленỹллĕ информацисене "лайк" пуснипе е страницăна вырнаçтарнипе, репост тунипе суд тенкелĕ çине ларма пулать тенине илтрĕм. Тĕрĕсех-ши? Ытти тĕслĕхсем пирки те каласа параймăр-и? Д.МАКСИМОВА. - Тĕрĕсех. Çакă чи малтанах экстремизм, нацисем хушшинчи хирĕçỹ çуратакан информацисене, сăн ỹкерчĕксемпе видеоматериалсене саракансене пырса тивет. Кунашкал тĕслĕхсем пирĕн республикăра пулкаланă. Сăмахран,

Подробнее

Профилактика тĕп вырăнта

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă. Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйту Елчĕк район территорийĕнче правăна пăсассине тата преступлени тăвассине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен органсен ĕç-хĕлне тишкересси пулчĕ. Хăйĕн калаçăвне Леонард Левый

Подробнее

Африка чуминчен асăрханар

Пăрачкав тăрăхĕнчи вăрман хуçалăхĕнче сыснасен Африка чумин вирусĕ ернĕ хир сыснине тупса палăртнă. Çавна май декабрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе Правительствăн выльăх чирĕ анлă сарăлассине хирĕç кĕрешекен чрезвычайлă комиссин черетсĕр ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта республикăри министерствăсемпе ведомствăсен,

Подробнее

Тимлĕх кирлĕ

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем çывхариччен шутлă кунсем юлчĕç. Çавăнпа та граждансене уяв кунĕсенче уйрăмах тимлĕ те сыхлăхлă пулма ыйтатпăр. Уяв инкек ан кỹтĕр тесен пиртен кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине асра тытмалла. Предприяти-организацисенче чи малтанах уяв ирттерес енĕпе яваплă çынсене çирĕплетмелле. Вĕсен пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнче пушар хăрушсăрлăх

Подробнее

Сыхă пулар

Терроризм çĕршывсемшĕн чи хăрушă тăшман пулса тăчĕ. Çавăнпа террора хирĕç тăма, унран тĕрлĕ майсемпе сыхланма пĕлмелле. Урамра е чарăнура, çуртсен умĕнче тăракан хуçасăр сумка, коробка, пакет тата ытти хатĕр кашнинех сисчĕвлентерме тивĕç. Çакăн евĕр япаласене тĕкĕнме, уçса пăхма, вырăнтан куçарма юраманнине асрах тытмалла. Малтан çывăхри çынсенчен ыйтмалла, тен, япалисене манса

Подробнее

«Шурă вилĕм» çулне пỹлмелле

Юлашки çулсенче наркомани этемлĕхшĕн чăн-чăн инкек пулса тăчĕ. Çак усал кашни çыннах пырса тивме, пысăк сăтăр тума пултарать. Статистика кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, ачасенчен кашни иккĕмĕшĕ наркотиксем çинчен Интернет урлă пĕлет. "Шурă вилĕме" сарас çул-йĕр те улшăнсах тăрать. Çын инкекĕ çинче пуйма ăнтăлакансем темĕн те шухăшласа кăлараççĕ. Çамрăксене тавар сутаканпа тавар

Подробнее

ЖКХ ыйтăвĕсемпе йышăнĕç

2017 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 13 сехетчен Елчĕк район администрацийĕн ларусен залĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи саккунсене пăхăнассипе çыхăннă ыйтусемпе халăха йышăнаççĕ. Унта Елчĕк район прокурорĕ Василий Николаев, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, "Стройэнергосервис" ООО представителĕ хутшăнĕç. Граждансем саккуна пăснă тĕслĕхсем пирки те хыпарлама пултараççĕ. Маларах 2-54-53,

Подробнее

Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла

Юр ларнă май ялсенче снегоходсем курăнкалама пуçларĕç. Районта уйрăм çынсемпе организацисенче 5 снегоход, 3 снегоболотоход шутланса тăрать. Йышĕ нумаях мар пек, анчах вĕсем те хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Хăш-пĕр чухне юр çийĕн çỹрекен техника хатĕрĕсене пушă вăхăтра катаччи чупмалли япала вырăнне хума тăрăшни те тĕл пулать. Çакна шута илни вырăнлă

Подробнее

Концерта йыхравлатпăр

Çĕнĕ çул çывхарса килет. Çак илемлĕ уява ырă та ăшă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илме кашни çын ĕмĕтленет. Халăха хавас кăмăл парнелес тĕллевпе районти культура çуртĕнче тĕрлĕрен мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри _ ыран, декабрĕн 21-мĕшĕнче, "Янра юрă" ятлă пысăк концерт. Çакăн пек концертсене юлашки вăхăтра куракансем пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç. 2015 çулхи

Подробнее