Воскресенье, 25 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации

Салтака чысланă

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Альберт Афанасьев Мучар ялĕнче пулса ятарлă çар операцине хутшăннă Иван Григорьевпа тĕл пулнă. Ентеш салтака вĕсем "СВОн участникĕ" медаль парса чысланă. Иван Григорьев çĕршыв умне йывăрлăх сиксе тухсан чĕри хушнипе çар ретне тăрса Раççей Оборона Министерствипе контракт çирĕплетнĕ. 2023

Подробнее

«Ĕмĕтсем пур. Вĕсем тата та пысăк…»

ХХ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Раççейре çĕнĕ юхăм - уйрăм çынсем харпăрлăх производствисене никĕслесе вĕсене аталантарасси - вăй илет. Вăл çĕршывра экономика тытăмлăхĕ ылмашăннипе çыхăннă. Александр Кудряшов Совет Союзĕнче патшалăх, кооперативсем тата колхозсемпе совхозсем анчах капиталпа усă курса тупăш илме пултарнă пулсан, çĕршывра вăй илнĕ "перестройка" политики уйрăм çынсене ОООсем, кооперативсем, промышленность

Подробнее

Ял управçисене чысланă

Ял хĕрарăмĕсен кунĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕн сцени çинче чи пултаруллă та ĕçчен хĕрарăмсене чысланă. "Ял управçи" регионти пĕрремĕш премие илме Елчĕк округĕн хастар пикисем те хутшăннă. Пирĕн ентешсем 2 номинацире палăрнă: Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Татьяна Сусметова "Аталану горизончĕсем" пайра çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Елчĕкре пурăнакан Роза Молодова вара "Амăшĕн ăс-хакăлĕ"

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Округ администрацийĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнчи 182-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн А.В.Игнатьев ячĕллĕ "Улăп" спорт шкулĕн воспитанникĕ Анатолий Эдуардович УЗЮКИН (теренер-преподавателĕ - О.Н.Федоров) ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл 2026 çулхи октябрĕн 4-9-мĕшĕсенче кире пуканĕ йăтакансен Индире иртнĕ тĕнче шайĕнчи чемпионатĕнче хăйĕн виçе категорийĕнче 1-мĕш

Подробнее

Саламлатпăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2026 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнчи 150-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн пичет ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Хыпар" Издательство çурчĕн шеф-редакторне Ирина Николаевна КЛЕМЕНТЬЕВĂНА "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Подробнее

Çул-йĕр яланах тимлĕх ыйтать

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕнче çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ларура округри çул-йĕрпе транспорт лару-тăрăвĕн 2026 çулхи 9 уйăхри лару-тăрăвне тишкернĕ, ача-пăча çул-йĕр тата транспорт çинче суранланассине асăрхаттармалли мерăсене сỹтсе явнă, "Автобус", "Перевозчик", "Ỹсĕр водитель" тата "Çуран çỹрекен" йышши тăтăшах ирттерекен профилактика операцийĕсен кăтартăвĕсене пăхса тухнă. Муниципалитет округĕн администрацийĕ

Подробнее

Çĕнтерĕве çывхартма

Октябрĕн малтанхи çурринче ятарлă çар операцийĕн салтакĕсем патне Чăваш Енрен гуманитари пулăшăвĕ 100-мĕш хут ăсатнă. Ăна пухма республикăн Вĕрентỹ тата Промышленность министерствисем, "Пĕрле" фонд, Шупашкарти, Çĕрпỹпе Вăрнар округĕсенчи волонтерсен ушкăнĕсем хутшăннă. Вăрăм фурăсемпе Бердянск округне спортпа вăйă оборудованийĕ, класа вырнаçтармалли сĕтел-пукан, вĕрентỹ пособийĕсем, канцеляри таварĕсем, илемлĕ литература, медицина оборудованийĕ, апат-çимĕç, кран-манипулятор,

Подробнее

Хирĕç тăру çуратма

Вăрнарта пурăнакан 32 çулхи арçын экстремизм сĕмĕллĕ преступленишĕн суд умне тăнă. Çакскер, радикаллă шухăш-кăмăллă пулнă май, социаллă сетьсенчен пĕринче Раççейре ĕçлеме чарнă организацин символикăллă салам сăмахĕсемпе усă курнă. Следстви, суд çакна социаллă хирĕçỹ, политика тĕлĕшĕнчен тишкерсен хирĕç тăру çуратас тĕллевлĕ чĕнỹ тесе хакланă. Суд çавăн пекех арçын социаллă сетьре "вырăссене

Подробнее

Грант — 150 миллион тенкĕ

ЧР Ял хуçалăх министерстви "Перспектива" грант валли заявкăсем йышăнма пуçланă. 2026 çулта çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 150 млн тенкĕ уйăрнă. Ку нухрата 10 çĕнтерỹçĕ хушшинче пайлĕç. Документсене электронлă майпа ноябрĕн 4-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Кăçал гранта 4 енпе парĕç: çырла туса илесси (çав шутра теплицăра çырла ỹстересси те), пахча çимĕç çитĕнтересси (теплицăра е

Подробнее

Тĕп ыйтăва тишкернĕ

Шупашкарта III медицина форумĕ иртнĕ. "Халăх сывлăхне упрасси: стратеги тĕлĕшĕпе тухса тăракан çивĕч ыйтусем тата регион шайĕнчи хуравсем" тĕп тема пулнă. Унта Мускавран, Санкт-Петербургран, Хусантан, Чулхуларан, Уфаран, Саранскран, Мускав облаçĕнчен, Узбекистанран 1500 ытла специалист хутшăннă. "Халăх сывлăхне упрасси сиплевпе кăна мар, профилактикăпа тата çут ĕçĕпе çыхăннă. "Сывлăх патне - утăм" проект

Подробнее