Воскресенье, 25 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 2)

Юратнă ĕç хавхалану кỹрет

Ачалăхра пиртен кашниех кам кăна пулма ĕмĕтленмен-ши? Ку тĕлĕшпе, нумай тĕслĕхре, пурнăç хăйĕн тỹрлетĕвне кĕртет. Оксана Воробьевăна та тĕрлĕ тапхăрта тĕрлĕ професси илĕртнĕ - шухăшсен вылянчăкĕ анлă пулнă. Пуçласа шкула кайсан пĕрремĕш вĕрентекенне курнă та, пуласлăхра ун пек пулас килнĕ. Çĕнĕ хутшăну. Вĕрентекенĕн тыткаларăшĕ, тумĕ. Тĕплĕ ăнлантарăвĕ. Хĕр ача хăйне асамлăхра

Подробнее

Юратупа кĕвĕç

КАЛАВ Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 40-мĕш номерте. - Ку адреспа хĕрарăмсен консультацийĕ вырнаçнă-çке! - пуçĕнче мĕлтлетрĕ унăн. - Эппин йăнăшман. Юля ман упăшкаран ача кĕтет!? Тен, çуртне те ун валлиех туяннă. Мана йăпатас тесе çеç каларĕ. Халĕ те сывлăш çавăрса илмесĕр ун патне васкарĕ. Ахальтен мар, Юлечка ман çине хăраса, шанмасăртарах пăхрĕ. Çын çемйине

Подробнее

Повар кунĕ — чи «тутлă» уяв

Лаш Таяпа шкулĕнче тăрăшакан поварсене сумласа Поварсен кунĕ умĕн ача садне çỹрекенсем пĕчĕк концерт кăтартнă. Кухньăра усă курмалли савăт-сапапа (кастрюльсемпе хупкаçĕсем, кашăксемпе чашăксем…) усă курса вĕсем хăйне евĕрлĕ шавлă оркестр йĕркеленĕ. Тутлă апат пĕçерекенсене пархатарлă ĕçĕшĕн тав тума уйрăм салам та хатĕрленĕ. - Эсир хатĕрлекен ирхинехи тата кăнтăрлахи апат-çимĕç пире вăй-халпа сывлăх,

Подробнее

Çĕнелнĕ лавккара — хăтлă

Хăвăлçырма ялĕнче тĕп юсав ĕçĕсем хыççăн Чăвашпотребсоюзăн Комсомольски райповĕн "Елчĕк коопторгĕ" ОООн куллен кирлĕ таварсен магазинĕ хăйĕн алăкĕсене тараватлăн уçнă. Суту-илỹ точкинче ĕçе паянхи самана ыйтакан стандартсемпе килĕшỹллĕн йĕркелесе пыраççĕ. Лавккара вырăнти чăваш производителĕсен пысăк ассортименчĕ пур, кунтах Комсомольски райповĕн çăкăр-булка изделийĕсене, Етĕрнери аш-какай комбиначĕн кăлпассипе аш-какайне, çавăн пекех "Акконд",

Подробнее

Спартакиадăра тупăшнă

Шупашкар округĕнчи Ишлей ялĕнче хĕрарăмсен хушшинче республикăри пĕрремĕш "Грация села" спартакиадăн финалĕ иртнĕ. Ăмăртăва Ял хĕрарăмĕсен кунне халалланă. 21 муниципалитетран пуçтарăннă 2700 ытла çын 2 волейбол, дартс, шашка вăййисенче тупăшнă, ГТО нормативĕсене пурнăçланă. Спартакиадăна Елчĕксен команди те хастар хутшăннă: спортăн пур тĕсĕнче те хастарлăхпа палăрса 21 команда хушшинче 8-мĕш вырăн йышăннă.

Подробнее

ГТОра харсăр

Округри аслă ăру представителĕсем ГТО нормативĕсене панă. Старта хальхинче Елчĕкри Людмила Анисимова тата Елена Петрова ертсе пыракан инвалидсен пĕрлĕхĕн тата ветерансен вырăнти канашĕн членĕсем тухнă. Спорт уявĕ Елчĕк ялĕнчи культурăпа кану паркĕнчи площадкăра иртнĕ. Аслă ỹсĕмрисене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спортпа туслă пулма Раççей Федерацийĕн "Çемье" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн

Подробнее

Петр Адюкова асăнса

Петр Евдокимович Адюков - пирĕн районти чи пултаруллă футболистсемпе хоккеистсенчен пĕри. Вăйă техникишĕн тата тĕрлĕ стандартлă мар лару-тăрура гол çапса кĕртме пĕлнĕшĕн халăхра ăна "Елчĕкри Пеле" тесе ят панă. Вăл спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче 20 хут ытла район чемпионĕ пулнă. Хăйĕн илемлĕ вăййипе чылай çамрăка спортпа туслашма хавхалантарнă. Юлашки кунĕсемчченех спорт

Подробнее

Округ аталанăвне пысăк тỹпе хывнă

Пирĕн округра 53 ял вырнаçнă пулсан, çав шутран 2-шĕ тутар ялĕ: Сăрьел тата Пикшик. Пĕр округра пурăннă май тутарпа чăваш чылай çул туслăхра тата килĕшỹре пурăнаççĕ, округăн социаллă пурнăçĕпе экономикине пĕрле туртаççĕ, район шайĕнчи тата ун тулашĕнчи мероприятисене пĕрле хутшăнаççĕ. Хаçатăн хальхи номерĕнче манăн Елчĕк округĕн сумлă çынни - Сăрьел

Подробнее

Ултă çул — ирĕклĕхсĕр

Çĕнĕ Шупашкар сучĕ экстремистсен тĕн ячейкин 46 çулти лидерĕ тĕлĕшпе приговор палăртнă. ФХСăн республикăри управленийĕн следстви пайĕ тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, çак арçын Раççейре ĕçлеме чарнă тĕн организацийĕн Чăваш Енри тата Мари Элти ячейкин лидерĕ тата тĕп идеологĕ пулнă. Çакă правăна хирĕçленине ăнланнă пулин те ячейкăна пурпĕр ертсе пынă. Вăл организацие

Подробнее

Саккуна пăсса ĕçе илнĕ

СК управленийĕ право хуралĕн органĕсен сотрудникне укçалла сутăн илме тăнă гражданин тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн сотрудникĕсем ШĔМĕн миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управленийĕпе пĕрле тата Росгвардин ОМОН отрядне явăçтарса фильтраципе тĕрĕслев мероприятийĕсем ирттернĕ. Ют çĕршывсен гражданĕсем пулакан вырăнсене - апатлану учрежденийĕсене, пасарсене, стройкăсене, суту-илỹ объекчĕсене, общежитисемпе хăна çурчĕсене

Подробнее