Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 7)

Программа ăнăçлă пурнăçланать

ЧР Министрсен Кабинечĕн халăх ипотека кредичĕпе усă курассине пырса тивекен йышăнăвне улшăнусем кĕртме палăртнă. Вĕсен шутĕнче - федерацин территори органĕсен, ятарлă çар операцине хутшăннăскерсен, çемйисене те çăмăллăхлă ипотека илме пултаракансен шутне кĕртни. Сăмах май, кăçал çак ипотека валли 530 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă, çав шутра 228,1 миллион тенкĕ - федераци

Подробнее

Çĕнĕ кадрсем килнĕ

Округри тĕп больница çĕнĕ специалистсемпе пуянланнă. Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă Татьяна Кульмаковăпа Светлана Сидорова тата Анастасия Николаевăпа Наталия Мальцева çак кунсенче тĕрлĕ уйрăмсенче ĕçлеме пуçăннă. Малтанхи икĕ медик, калас пулать, кунти сиплев учрежденийĕ урлă тĕллевлĕ майпа вĕреннĕ. Больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова çамрăк специалистсене ăнăçу, вырăнти традицисене çирĕп тытса пыма ырă

Подробнее

«Сувар» конкурсĕнче палăрнă

Хусанти чăвашсен "Сувар" хаçат редакцийĕ патриотика юррисен "Куççуль витĕр" онлайн-конкурсне ирттернĕ. Унта 5-8 классенче вĕренекенсен йышĕнче Елчĕкри искусство шкулне çỹрекен Джамиля Савинова (ертỹçи - Ольга Архипова) "Сад памяти" юрăпа çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. Çак ушкăнрах тата икĕ призлă вырăн: Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн 5-мĕш класс ачисем (Зинаида Михеева) 2-мĕш, Елчĕк шкулĕнчи Камилла Шитухина

Подробнее

Мобильлĕ бригада — Исемпелте

"Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри тĕп больница çумĕнчи куçса çỹрекен фельдшерпа акушер пункчĕ тăтăшах аякри пĕчĕк ялсене тухса çỹрет. Черетлĕ медицина рейдне мобильлĕ бригада Исемпел ялĕнче ирттернĕ. Хальхи вăхăтри медицинăн пуян оборудованийĕсемпе тивĕçтернĕ ФАПра 20 пациентăн сывлăхне тĕрĕслеме май килнĕ. Тухса çỹрейменнисем патĕнче килĕсенче пулнă. Профилактика калаçăвĕ, консультаци йĕркеленĕ. Мобильлĕ ушкăн кăçал

Подробнее

Пĕлỹ кунĕ умĕн

Вĕренỹ процесĕнче темĕн те кирлĕ: кĕнекесем, канцеляри таварĕсем, пазлсем, сĕтел çи вăййисем… Пĕлỹ кунĕ çывхарса килнĕ май, округри педагогика коллективĕсем Донбасри Бердянск районне гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Елчĕк муниципалитет округĕ çумне çирĕплетнĕ Николаеври вăтам шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем куллен кирлĕ хатĕр-хĕтĕре хапăл пулĕç. Округра çавăн пекех Курск облаçне гуманитари пулăшăвĕ парас ĕç пырать. Унта

Подробнее

Çынсене йышăнать

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый кашни тунтикун (13 сехетрен пуçласа 15 сехетчен) тата юнкун (9-12) граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнать. Ĕнер ертỹçĕ патĕнче йышăнура Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан пулнă. Ăна, çĕр хутшăнăвĕсен ыйтăвĕ канăçсăрлантарнă май, кирлĕ документсене хатĕрлеме çийĕнчех консультаци те панă.Граждансем çĕклекен ыйтусене вăхăтра татса парассинче ытти яваплă

Подробнее

Хурлар мар

Нумай нациллĕ Раççейре халăхсем чылай çул килĕштерсе пурăнаççĕ, тĕрлĕ тĕне ĕненсен те хăйсем Раççей халăхĕ пулнине лайăх ăнланаççĕ. Çапах та пурте лайăх тесе лăпланса лармалла мар. Паянхи кун тĕнчере куçа курăнман вăрттăн информаци вăрçи пынине шута илсен Интернет, социаллă çыхăну, карас телефонĕсем, телекурав урлă килекен информацисем тĕлĕшĕпе тимлĕ те сисчевлĕ пулма

Подробнее

Профилактика тĕп вырăнта

ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ĕçченĕсемшĕн профилактика мероприятийĕсем йĕркелесси тĕп тĕллев шутланать. Ятарлă оперативлă акцисенче ĕçе пушшех вăйлататпăр. Çурла уйăхĕн 7-9,12-16-мĕшĕсенче "Подросток" профилактика мероприятийĕ йĕркеленĕ май, ăнăçсăр çемьесенче пулса вĕсенчи çул çитменнисемпе тата ашшĕ-амăшĕпе калаçу йĕркелерĕмĕр, кил-çуртри лару-тăрупа паллашрăмăр, пурнăç условийĕсемпе интереслентĕмĕр. Полици пайĕнче паянхи кун тĕлне 16 (иртнĕ

Подробнее

Калаçу ан пуçарăр

Мобильлĕ çыхăну хатĕрĕсемпе усă курса ют çыннăн банк карттинчи укçине вăрлани çĕнĕлĕх мар. Анчах мошенниксене кирек мĕнле операцие пурнăçлама та шар курни хăй "пулăшать". Пирĕн округра кăçал ку таранччен çакнашкал 8 преступлени тунă: 6-шĕ Елчĕк, 2-шĕ - Тăрăм территори пайĕсенче. Пĕр тĕслĕхне уçса парар-ха. Кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче 10 сехетре М. гражданина "WhatsApp"

Подробнее

Интернет пусмăрĕнче

Пуриншĕн те паллă: хальхи саманара кашни шкул ачи компьютер, планшетник тата карас телефон "авăрне" лекнĕ. Вĕсемпе парта хушшине ларма вăхăт çитменнисем те япăх мар тĕшмĕртеççĕ. Интернет ача аталанăвĕнче ырă витĕмпе пĕрлех усал йĕр хăварма пултарнине те пĕлетпĕр. Çав вăхăтрах пысăк сиен кỹнине те. Апла пулсан ача-пăчана вĕсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушă информацирен

Подробнее