Среда, 27 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 7)

Лайăх кăмăл-туйăм парнелеççĕ

Тĕлĕнмелле ырă професси культура ĕçченĕсен – çынсене тăтăшах лайăх кăмăл-туйăм, ăшăлăх, юрату тата савăнăçпа киленÿ парнелемелле. Юратса суйласа илнĕ ĕçре тÿрĕ кăмăлпа, пултарулăхпа, çынсемпе ыррăн та çепĕççĕн калаçма пултарнипе тыткăнласа пирĕн пурнăçри пушă вăхăтсене хаваслă та усăллă ирттерме пулăшаççĕ, асра юлмалли самантсемпе пуянлатаççĕ. Вĕсенченех-çке эпир тĕрлĕ енлĕ ăсталăхпа культурăна вĕренетпĕр... Кăçал

Подробнее

Халăх артисчĕ

Мартăн 22-мĕшĕнче Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ÿснĕ Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров çуралнăранпа 85 çул çитет. Иван Иванович Мариупольти музыка училищинче пĕлÿ илнĕ. Унтан Чăваш патшалăх юрăпа ташă тата «Çавал» ансамбльсенче, Чăваш патшалăх филармонийĕнче, Чăваш радиопа телевидени хорĕнче ĕçленĕ. Чăваш композиторĕсен чылай юррисене пропагандăлакан тата пĕрремĕш юрлаканĕ пулнă. Вăл чăваш тата

Подробнее

Вĕрентекен, район пуçлăхĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ Пушкăрт хĕрне – Ираида Сухаревăна пурнăç шăпи пирĕн тăрăхри Яманчÿрел ялне илсе çитернĕ. Кунта вăл пулас мăшăрĕпе, Владимир Васильевпа, тĕл пулса çемье çавăрнă та тăван кĕтесрен çĕр-çĕр çухрăм инçетре вырнаçнă вăрман çумĕнчи чăваш ялĕнче тарăн хунав

Подробнее

Тивĕçне чунпа парăннă педагог

Çутă чунлă çынсем хăйсем патне ăшăлăхĕпе хĕвел пек туртаççĕ. Вĕсемпе калаçнă май ырăлăхĕнчен, çивĕч ăс-тăнĕнчен, теприне чун-чĕререн пулăшма хатĕр пулнинчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Çирĕклĕ Шăхаль шкулне пырса кĕрсенех мĕн пур вĕрентекенĕн, çав шутра вĕренекенсен те, куçĕсем çиçсе тăнине асăрхатăн. Пурнăç вĕресе тăрать кунта. Педагогсем ачасене вĕренÿ çулĕпе ăнăçлă ертсе пырас, вĕсене тивĕçлĕ

Подробнее

Ĕç çынни, тимлĕ ертÿçĕ

«Победа» ял хуçалăх предприятине ăнăçлă ертсе пыракан, пархатарлă ĕçĕшĕн «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнă Николай Александрович Головин ятне хальхи вăхăтра районта анчах мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Унăн ячĕ ял хуçалăх производствин ăста организаторĕ, чăн-чăн ĕç çынни пулнипе историе çырăнать. Йывăрлăхсенчен хăраман ертÿçĕ çĕршыв

Подробнее

Яваплăха туякан

Хуçалăхри ĕçсем ăнăçлă та кал-кал пырасси кашни ĕçченрен килет. Александр Николаев «Прогресс» хуçалăхра чылай çул механизаторта тăрăшать. Яваплăха туяканскер шаннă тивĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Кирек хăш техникăна та пăхăнтарать ăста ĕçчен. Ака тата вырма вăхăтĕнче канлĕх мĕнне пĕлмесĕр иртен пуçласа мĕн çĕрлеччен кĕрлеттерет вăл хăйне шанса панă техникăна – килне

Подробнее

Йĕрке хуралĕн ĕçченĕ

Елчĕк çĕрĕ сахал мар патриота çитĕнтернĕ, çитĕнтерет. Тăван çĕршывăн хÿтлĕхĕшĕн, ирĕклĕхшĕн тата никама пăхăнманлăхĕшĕн кар тăракансем мухтава тивĕçлĕ. Федор Васильев полици полковникĕ Таяпа Энтри ялĕнчи Василийпе Елена Васильевсен çемйинче 1959 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче кун çути курнă. Шкул хыççăн вăл Челябинск хулинчи политехника институтĕнче вĕренсе инженер-механик специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн Совет

Подробнее

«Чăвашсем – лайăх салтаксем!»

Тăрăм ялĕнчи Игнат Тихоновичпа Васса Ильинична Тихоновсен çемйинче 1938 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ывăл ача çуралнă. Çĕнĕ кайăка мăшăр Виталий ят панă. Игнат Тихонович таврара ăста столяр, платник пулнипе палăрнă. Хăй ĕмĕрĕнче миçе çĕнĕ çурт, карта-хуралтă çĕкленĕ-ши? Шутне хăй те çухатнă пуль. Виталий те пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Тăрăм шкулĕнчен вĕренсе тухсан малалла

Подробнее

«Елчĕк Кулибинĕ»

«Ăс парса пире ÿстернĕ, ăс парса ырра вĕрентнĕ...» Чăваш халăхĕ мĕн авалтан хăйĕн паттăр ывăлĕсене Улăппа танлаштарнă. Çак сăнар халăхăмăрăн вăй-хал, ăс-тăн, тапса тăракан энерги символĕ пулса тăрать. Паттăр улăпсем пирĕн хушăра паян та сахал мар. Вĕсенчен пĕри – пирĕн юратнă çыннăмăр, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Курнавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Герасим Васильевич Прохоров. Аттен пурнăçĕ

Подробнее

Таланчĕпе мухтанатпăр

Пурăннă пулсан нарăсăн 26-мĕшĕнче паллă çыравçă, пултаруллă поэт, ăста ÿнерçĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Тăван Атăл» журналăн тата чăваш тавра пĕлÿçисен Алексей Милли ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ В.Сидоров-Эктел 70 çул тултармаллаччĕ... Вася çамрăклах ашшĕ-амăшне килти хуçалăхра пулăшма хăнăхса пынă. 6-7 çулта чухнех вĕсен, Петя пиччĕшĕпе Васьăн, уйрăмах пахчара, нумай ĕçлеме

Подробнее