Среда, 27 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 8)

Ÿркенмен ăста пулнă

Тăрăшуллă, теветкеллĕ çын кирек хăш лару-тăрура та икĕ алла пĕр ĕç тупатех. Елчĕкре пурăнакан Егор Михайлович Васильев уйрăм предприниматель тĕслĕхĕ те çакнах çирĕплетет. Ÿркенмен, йывăрлăхсенчен хăраман Егор «Пятерочка» суту-илÿ çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче тĕрлĕ косметика сĕнекен, ача-пăчапа çитĕннисем валли илемлĕ, мĕн пур вырăнта тупса илме те çук çи-пуçпа ытти илĕртуллĕ таварсемпе сутă

Подробнее

Ялта çуралнă, ялтах кирлĕ пулнă

Вăрçă хыççăн çуралнă ачасем ÿссе çитсен кам пулас тенĕ-ши? Халăхра анлă сарăлнă çар çынни, учитель, строитель профессийĕсене алла илес текенсем те пулнă пулĕ-ха, анчах Тĕмер ялĕнче çуралнă Гена Павлова мĕн ачаранах техника, уйрăмах трактор-машина илĕртнĕ. Вăл çулсенче урамра сайра-хутра автомашина иртсе кайсан ун хыççăн чупнă. Ялти машинăпа трактор паркĕнче техникăна

Подробнее

Хаçат пурнăçĕпе пурăннă

Район хаçатне вулакансем ăна аван пĕлеççĕ. «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче 1981 çулхи сентябрь уйăхĕнчен ĕçлеме пуçланă та шăп 36 çул вăй хунă вăл. Малтанхи виçĕ уйăхне ял хуçалăх пайĕн корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ. Çав çулах декабрьте ăна хаçатăн яваплă секретарьне çирĕплетнĕ. Çапла майпа 23 çул редакцин штабне, тата 13 çул хаçат

Подробнее

Кавказ леш енче

Кун-çул вĕçнелле çитсе пынă май пурнăçра пулса иртнĕ пулăмсем куç умне çĕнĕрен туха-туха тăраççĕ. Уйрăмах Совет Çарĕнче службăра пулнă вăхăт асран тухмасть. Мана шăпа салтак тивĕçне пурнăçлама Хĕрлĕ ялавлă Кавказ леш енчи çар округне илсе çитерчĕ. Çакăнта эпĕ икĕ çул салтак службине ирттертĕм /ноябрь 1969 – ноябрь 1971 çç/. Мĕн пĕлетпĕр-ха

Подробнее

Теветкеллĕ, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмлă

Чăваш ĕлĕкрен: «Лайăх хĕре ялтан кăлармаççĕ», – тенĕ. Тĕмерти Козловсен сăпайлă та стайлă Эльза хĕрне те ял каччи Валерий Германов пĕрре курсах килĕштернĕ те, урăх куçран вĕçертмен... Эльзăн ашшĕ – Алексей Илларионович – таврари паллă механизатор, амăшĕ те – Александра Апполинаровна ĕмĕрĕпех сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăран, ял-йыш хисепĕпе пархатарне

Подробнее

Илемлĕ тумтир илĕртет

Çĕнĕ çула çĕнĕ тумтир – шукăль кĕпе, блуза, юбка... тăхăнса кĕтсе илес килет-и; Кирек хăçан та капăр, илемлĕ пулма хăнăхнă, хăйсен çи-пуçĕпе ыттисене те тыткăнлама пултаракан хĕрарăмсем çак эрнере анчах район центрĕнчи ангар евĕрлĕ пысăк çуртра /«Самурай» кафе, «Бристоль», «Звениговский» суту-илÿ точкисем те кунтах вырнаçнă/ уçăлнă пĕчĕк лавккаран савăнăçлă кăмăл-туйăмпа

Подробнее

Уçă та ырă чунлă хĕрарăм

Элпуçĕнчи Ильинсен çурчĕ умне пырса чарăнсанах сăмсана техĕмлĕ кукăль шăрши кăтăкларĕ. Ăшă кăмăллă, уçă чунлă, тарават кил хуçи хĕрарăмĕ яланхи савăк куллипе кĕтсе илчĕ. – Кĕрĕр, кĕрĕр, – терĕ вăл. Кил-çурт таврашĕпе картишĕнче, пÿртре илемпе тирпей хуçаланни кунта ĕçчен хуçасем пурăннине çирĕплетрĕ. – Паян ачасем килеççĕ, çул çинчине пĕлтерсе шăнкăравласа ячĕç, – тесе

Подробнее

Наука ĕçне парăннă

Аслă Пăла Тимеш ялĕ нумай паллă çынна ÿстерсе çитĕнтернĕ. Сверчковсен çемйинчен вара наука çыннисем иккĕн тухнă. Вĕсем: Любовь Анатолиевна тата Людмила Анатолиевна. Малтанласа сăмах Люба пирки пултăр. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă мал ĕмĕтлĕ хĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне – медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. 2000 çулта аслă шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе

Подробнее

Пултаруллă сăвăç, журналист…

лчĕк çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри – Кивĕ Арланкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Борис Борлен /Б.Тихонов/ çыравçă. Тăван ялĕнче вăл çуралса ÿснĕ çурт халĕ те ларать. Шел пулин те, никам та пурăнмасть унта. Вăл çуртра 1934 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче кун çути курнă Борис. Ялти пуçламăш шкулта, аслă классенче Комсомольски районĕнчи Аслă

Подробнее

Тав çырăвне – амăшне

Декабрĕн 2-6-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен тăваттăмĕш «Асам» кинофестивалĕ иртнине вулакана пĕлтернĕччĕ. Конкурса савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Елчĕкре пурăнакан Светлана Мышкина та хутшăннă. Ахальтен йыхравламан ăна унта: Турцире пурăнакан Надежда хĕрĕ нихăш çул та кинофестивальтен аякра тăмасть, май килнĕ таран кино ÿкерекенсене пулăшу аллине тăсать. Чăваш кинематографи пĕрлĕхĕн ертÿçи Олег Цыпленков палăртнă

Подробнее