Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение

Усал шыçăран сыхланма

Республикăри онкодиспансерта кăкăр ракĕпе чирлĕ 6209 çын учетра тăрать. Кăçалхи 9 уйăхра 436 çĕнĕ тĕслĕхе регистрациленĕ. Палăртмалла: усал шыçăн 81 процентне малтанхи тапхăрта тупнă. Кăкăр парĕн ракĕн аталанăвне чакарма пулăшакан мелсем пирки Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп онкологĕ Сергей Алексеев çапла пĕлтерет: - Чи малтанах çыннăн йывăрăш виçине тимлемелле.

Подробнее

Вăрăм ĕмĕрлĕ пулас тесен

Пур çын та вăрăм ĕмĕрлĕ, сывă ăс-тăнлă пуласшăн. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн çыннăн хастарлăхĕ çухалать. Пурте ватăлаççĕ. Кашнийĕшĕн çак тапхăр тĕрлĕрен килет. Шел, çамрăклăха тăсмалли эмел шухăшласа кăларман-ха. Çирĕп сывлăхлă пулма пулăшакан меслет чылай. Кун пирки Республикăри медицина профилактики, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ Елена Егорова каласа парать. Ученăйсен шучĕпе хăçан

Подробнее

Тухăçлă меслет

Вакцинаци ансат, анчах тухăçлă меслет. Сивĕ кунсем пуçланнă май гриппа чирлес хăрушлăх ỹсет. Çавăнпа та вакцинаци тутарса эсир хăвăра çеç мар, çывăх çыннăрсене те хỹтĕлетĕр. Çак майпа нумаййăн усă курсан чирлекенсем те сахалтарах пулĕç. Округри тĕп больницăра çеç мар, ялсенчи сиплев çурчĕсенче те прививка тутарма май пур. Чỹк уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне пурĕ

Подробнее

Вертолетпа усă курса

Иртнĕ кунсенче васкавлă пулăшăвăн авиамедицина бригади 49 çулти пациента Улатăртан Шупашкара илсе çитернĕ. Алексей Белов 2022 çулхи çу уйăхĕнчех хăйне япăх туйма пуçланă. Ырату ăш-чикпе çыхăннă пулĕ тесе шутланă вăл. Мăшăрĕ васкавлă пулăшăва чĕнсе илет. Тухтăрсем диагноз лартаççĕ: инфаркт. Вĕсем икĕ хутчен çĕнĕрен ĕçлеттерсе янă унăн чĕрине. Ун хыççăн çийĕнчех вертолетпа

Подробнее

Инсультран сыхланар

Юлашки çулсенче инсультпа аптăракансем сахал мар. Çавна май вулакана хăрушă амакран сыхланас тĕлĕшпе паллаштарасах килет. Инсульт пуç мимине юн пыма пăрахсан пулать. Çынна шалкăм çапать, вăл япăх калаçать, чылайăшĕ сусăр пулса юлать. Анчах инсульт иккĕмĕш е виççĕмĕш хут пулас хăрушлăх та пур. Урăх ан пултăр тесен мĕн тумалла? Ун чухне, чи малтанах,

Подробнее

Диспансеризаци. Мĕн пĕлмелле?

Профилактикăна йĕркелесси тата халăхра сывă пурнăç йĕркине сарасси - сывлăхпа çыхăннă йывăрлăхсене парăнтарма пулăшакан чи витĕмлĕ мел шутланать. Вĕсен шутне шăпах диспансеризаци кĕрет. Вăл - сывлăха тĕрĕслеттермелли мел. Медтĕрĕслев вăл е ку амак вăраха каясран сыхланма пулăшать. Вĕсене вăхăтра тупса палăртманни çынна сусăра кăларма пултарать, сарăмсăр вилнин сăлтавĕсенчен пĕри те чылай

Подробнее

Çамрăк тухтăрсене хапăл

Елчĕкри тĕп больницăра специалистсем çитменни вăрттăнлăх мар. Нумаях пулмасть вара коллектива тỹрех икĕ тухтăра йышăннă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ Анита Алексеева участокри терапевт врач (пĕрремĕш сăн ỹкерчĕкре) Çирĕклĕ Шăхалĕнчи тухтăр амбулаторийĕнче ĕçлеме пуçăннă. Хăйĕн пĕрремĕш "визитне" вăл юнашарах вырнаçнă ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра йĕркеленĕ. Унта

Подробнее

Тĕп больницăра

сывлăх шкулĕн черетлĕ занятийĕнче калаçу сăра-эрех сиенĕ пирки пынă. Профилактика мероприятийĕ авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен пыракан Пĕтĕм Раççейри "Урă пурнăçшăн" акципе килĕшỹллĕн иртет. Рената Шакова психиатр-нарколог врач, пациентсемпе пĕр чĕлхе тупма хăнăхнăскер, усал шĕвек организма мĕнле сиен кỹни çинчен каласа панă, тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Паян вăл асăннă темăпа Чăваш наци радиовĕн "Елчĕк хыпарĕсем"

Подробнее

Анлă сарăлнă чир

Паян онкологи чирĕсем чи анлă сарăлнисем шутланаççĕ, чылай чухне вĕсем вилĕм патне илсе çитереççĕ. Рак чирне организмра усал клеткăсем çуралса хăвăрт аталанса пыни темелле. Унăн формисемпе тĕсĕсем тĕрлĕрен. Ку чир, тĕпрен илсен, систермесĕр, ерипен аталанса пырать, хăйĕн паллисене чылай чухне кая юлса кăтартать. Кун пек чухне вара çынна сыватма питĕ йывăр.Çавăнпа

Подробнее

Витĕмлĕ хỹтлĕх — вакцинаци

Кашни çулах çанталăк сивĕтсен гриппа, шăннипе пулакан ытти чирпе аптăракансен йышĕ ỹсет. Шел те, çынсем час-часах сывлăхĕпе тимлĕ мар, чир хăй тĕллĕнех иртессе шанаççĕ. Анчах сипленмесен чир шала кайма пултарать. Сăмах паян грипп пирки пулĕ. Вăл - вирус пуçаракан çивĕч инфекци чирĕ. Вирус ялан улшăнса тăнипе палăрать, çавăнпа кашни çулах унăн

Подробнее