Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура (Страница 14)

Ял уявĕ пĕрлештерет

Пысăк ял мар пирĕн çуралса ỹснĕ кĕтес. 137 çын пурăнать унта. Шуршусем яланах хăйсен ĕçченлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе уйрăлса тăраççĕ. Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ. Кашни çулах Çимĕк, Троица уявĕсенче ял-йыша пĕр-пĕринпе курса калаçма май туса парас тесе уяв йĕркелесси ырă йăлана кĕнĕ. Аякри ентешĕмĕрсем çуралнă яла тăтăшах килеймеççĕ. Аслă уявсенче

Подробнее

Елчĕк тăрăхне мăнаçлăх кỹчĕç: унăн ĕçчен çыннисем, тăванлăх, туслăх, юрату!

Хĕрỹ тапхăр - çур аки вĕçленнĕ хыççăн иртнĕ вырсарникун районта çĕр ĕçченне чыслакан Акатуй уявĕ кĕрлесе иртрĕ. Хăнăхнă йăлапа шăп палăртнă вăхăтра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вырăнсенчи ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, ĕçре малта пыракан тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансем, халăх хуçалăхĕн ытти отраслĕн хастарĕсем шăпăр кĕввипе тĕп сцена

Подробнее

Ялти чи лайăх çамрăксен уявĕ

Тăвай районĕнчи "Упа кĕтесĕ" кану базинче республикăри агроволонтерсен пĕрремĕш слетне хутшăннă Елчĕк тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакан пултаруллă яш-кĕрĕм район чысне тивĕçлипе хỹтĕленĕ. Унта тĕрлĕ отрасльте вăй хуракан Чăваш Енри 1300 ытла ял çамрăкĕ хутшăннă. Слетра республикăри çынсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи ĕçри паттăрлăхне халăх асĕнче ĕмĕрлĕх хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ "АгроПамять" çĕнĕ

Подробнее

Лаш Таяпара — фольклор уявĕ

Пĕтĕм чăваш ачисен "Тайпике" фольклор уявне, çумăра пăхмасăрах, таврари сакăр коллектив хутшăннă. Лаш Таяпари тĕп площадьре ирхинех наци костюмĕсем тăхăннă хитре шăпăрлансем, вĕсен воспитателĕсемпе учителĕсем, ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш пуçтарăннă. Уяв чиркỹ настоятелĕ, Силуан иеромонах кĕлĕ тунипе пуçланнă. Вăл пухăннисене уяв ячĕпе саламласа ырăлăх, çирĕп сывлăх суннă. - Лаш Таяпа хăйĕн историйĕпе, культурипе пуян.

Подробнее

«Вĕçленмен юрă»

ятпа Чăваш тĕррин музейĕнче ЧР художникĕсен союзĕн членĕн, халăх ỹнер промыслисен ăстин Галина Изратован куравĕ уçăлчĕ. - Çĕнĕ куравĕ уçăлнă пулсан аванрахчĕ, - терĕ Арсений Тарасов журналист сăмах илнĕ май. -Мĕншĕн тесен унăн шухăш-ĕмĕчĕ, ĕçченлĕхĕ вĕçĕмсĕр пулнă. Шел, йывăр чире пула Галина Васильевна 2016 çулта пиртен вăхăтсăр уйрăлчĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçал

Подробнее

Аякри çывăх тăванăмăрсем

Курнавăш ялĕпе Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕн ырă çыннисем хушшинчи туслăх 1985 çултанпах тăсăлать, çирĕпленсех пырать. Иртнĕ кунсенче инçе çула çывăхлатса пирĕн пата çывăх тăванăмăрсем килсе çитрĕç. Чуна çывăх çынсене Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Мартышкин, ялти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Раиса Горшкова, вĕрентекенсемпе культура ĕçченĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Хаклă хăнасем Тушкил ял тăрăхĕн

Подробнее

Чĕмпĕрсене савăнтарнă

Ульяновск хулинчи "Винновская роща" культурăпа кану паркĕнче облаçри чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ. Унта хутшăннисене область губернаторĕ Алексей Русских, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ыттисем саламланă. Маларах ертỹçĕсем "Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ" музей территорийĕнче "Ă" сас палли палăкне уçнă. Ăна тăвас пирки хăй вăхăтĕнче Олег Мустаевпа Виктор Аванмарт скульптор чăваш çырулăхне туса хунăранпа

Подробнее

Николай Карлина халалланă

Кашни кĕтес пултаруллă та маттур çынсемпе пуян. Комбайнер-и вăл е бухгалтер, сутуçă-и е спортсмен, тухтăр-и е ăсчах, юрăç-и е поэт… Тĕрлĕ профессире палăраççĕ ентешĕмĕрсем. Кăçал Паллă ентешсен теми питĕ актуаллă. Хамăр ентешсем çинчен каласа пани, вĕсене астуса тăни, пĕлни питĕ кирлĕ. Çитĕнсе пыракан ача-пăча хăйĕн ентешĕсемпе мухтанма пултарни, вĕсенчен тĕслĕх илни

Подробнее

Фестиваль «Театральное Приволжье»

Фестиваль «Театральное Приволжье» стал центром притяжения, узнаваемым и объединяющим культурным брендом округа», - Игорь Комаров 28 апреля 2022г. в Ижевске, в Государственном национальном театре Удмуртской Республики, состоялась торжественная церемония награждения победителей Фестиваля «Театральное Приволжье». В мероприятии приняли участие полномочный представитель Президента РФ в ПФО Игорь Комаров, глава Удмуртской Республики Александр Бречалов,

Подробнее

Культура хыпарĕсем

"Кĕмĕл сасă" çĕнтерỹçи - Георгий Смирнов Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе, Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе Мухтавлă ентешсен çулталăкне тата Чăваш чĕлхин кунне халалланă "Кĕмĕл сасă-2022" эстрада юррисен Пĕтĕм Раççейри 23-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çамрăк юрăçсене тупса палăртасси, хамăрăн йăла-йĕркесене упрама хăнăхтарасси, тăван чĕлхене, культурăна аталанма майсем тупасси. Конкурса Питĕр, Чĕмпĕр,

Подробнее