Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ял уявĕ пĕрлештерет

Ял уявĕ пĕрлештерет

Пысăк ял мар пирĕн çуралса ỹснĕ кĕтес. 137 çын пурăнать унта. Шуршусем яланах хăйсен ĕçченлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе уйрăлса тăраççĕ. Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ. Кашни çулах Çимĕк, Троица уявĕсенче ял-йыша пĕр-пĕринпе курса калаçма май туса парас тесе уяв йĕркелесси ырă йăлана кĕнĕ. Аякри ентешĕмĕрсем çуралнă яла тăтăшах килеймеççĕ. Аслă уявсенче вара тăван ене çитеççех.

Кăçал праçникре савăнмалли сăлтавсем те сахал мар пулчĕç. Республикăн вырăнти пуçарулăх программине хутшăнса ял çыннисем масар çинче калăпăшлă ĕçсем туса ирттернĕ: масар хапхине улăштарнă, унта пỹрт туса лартнă, тимĕр сеткăсене сỹтсе профнастилтан решетке тытса çавăрнă. Çывăх вăхăтрах Чăваш Тăрăмне каймалли кĕпере тума пуçласшăн. Çавна май пĕвене тасатасшăн. Ку ĕçсене те ял халăхĕ пуçарулăх программипе килĕшỹллĕн пурнăçлама палăртнă. Паллă ентешсен çулталăкне халалланă баннерпа паллашнă май хăнасем хăйсен тăван-хурăнташĕсене курса савăнчĕç.

Пирĕн ялта уяв çут çанталăк ытамĕнче пуçланать те клуб çывăхĕнче вĕçленет. Чи малтанах ватти-вĕтти спорт вăййисенче тупăшать. Пĕчĕккисенчен пуçласа 65 çулхисем те хутшăнчĕç вĕсене. Ăмăртусене Юрий Львов «афганец» йĕркелесе ирттерчĕ. Юрий Юлисович кашни çĕнтерỹçĕпе призерсене грамотăсемпе, парнесемпе савăнтарчĕ. Аннăпа Артем Афанасьевсем, Алексей Егоров спонсорсен хастарлăхĕ те пысăк пулнине палăртас килет.

Кун каç енне сулăнма пуçласан ял çийĕн техĕмлĕ чашлама шăрши сарăлчĕ. Ăна Сергей Большаковпа Владимир Львов янтăланă (спонсорĕсем — Святослав Осиповпа Елчĕкри «Була» кафе ертỹçи Надежда Такмакова).

Клуб çывăхĕнчи юрă-кĕвĕ инçе-инçе саланчĕ. Чăваш эстрада çăлтăрĕ Алина Варна ентешсене хаваслă та янăравлă юрăсем парнелерĕ. Культура ĕçченĕ Антонина Павлова, Чăваш Республикин вĕрентỹ ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Римма Соснова, Алексей Егоров пухăннисене уяв ячĕпе саламланă хыççăн хăнасемпе ял çыннисем юрра-ташша ячĕç. Çурçĕр иртсен те илемлĕ юрă-кĕвĕ ытамĕнчен хăпас темерĕç пухăннисем. Уява йĕркелекенсене тав сăмахĕ каласа тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕç.

А.ПАВЛОВА,
ял старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code