Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шкулăн чапĕ — унăн вĕренекенĕсем

Шкулăн чапĕ — унăн вĕренекенĕсем

Кăçал республикăра Паллă ентешсен çулталăкĕ иртнĕ май Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕренсе тухнисене «Мухтанатпăр сирĕнпе, ентешсем» тĕл пулăва йыхравларăмăр.

Савăнăçлă уява Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев, «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи Гурий Федоров, Лаш Таяпари Таса Турă амăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Силуан атте, шкул директорĕ Галина Осипова хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.

Шкулăн историне аса илес пулсан чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлева, унăн çывăх юлташне Алексей Рекеева асăнмасăр иртеймĕн. Алексей Васильевич хăйĕн ĕмĕрне çак ялта ирттернĕ. 36 çул хушши ялти чиркỹре ĕçленĕ, ачасене вĕрентнĕ.

Самана таппипе тан утнă май çĕр-аннемĕр çинче ĕçленĕ тата ĕçлекен ентешĕмĕрсем сумлă вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем — Социализмла Ĕç Геройĕ Николай Панкратов, РФ тата ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Гурий Федоров, Владимир Анисимов, ЧР тава тивĕçлĕ зоотехникĕсем Анатолий Николаевпа Александр Романов, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Николай Головин, Василий Павлов, Виталий Свеклов, Николай Новиков, Алексей Носов, Мефодий Федоров, Валентина Романова, Валентина Изратова, Александр Павлов, Мария Осипова, ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕсем Николай Казаков, Николай Соловьев, Венегдит Носов, Зиновий Анисимов.

Çавăн пекех наукăра, культурăра, вĕрентỹре вăй хуракан çамрăксемпе те мухтанма пултаратпăр. Эпир вĕрентнĕ ачасем — Вера Зайцева, Владимир Казаков, Александр Чернов, Геннадий Петров, Василий Семенов, Лев Казаков, Алиса Краснова — тĕрлĕ наука кандидачĕсем.

Леонид Григорьев, Нина Евдокимова, Людмила Свеклова, Виталий Марков «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.

Кам пĕлмест, илтмен пулĕ РФ художникĕсен союзĕн членне, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченне Татьяна Шарковăна! Валерий Теллин — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Юрий Андреев РФ Художникĕсен союзĕн членĕ, Николай Балтаев ỹнерçĕ — ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ. Галина Изратова, Людмила Балтаева та ỹнер ĕçĕн мухтавĕ.

Пирĕн шкултан вĕренсе тухнă Александр Павлов, Геннадий Теллин, Ардалион Теллин «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ. Ардалион Гурьевич пушă вăхăтра ỹкерме юратать. Культура çуртĕнче йĕркеленĕ куравра хăнасем унăн ĕçĕсемпе те паллашрĕç.

Ĕçпе спорт яланах юнашар тăраççĕ. Елчĕкри «Улăп» ФОК умĕнче йĕркеленĕ стенд çинче те пирĕн тăрăхран тухнă паллă спортсменсем йышлăн. Тĕнче класлă спорт мастерĕсем Александр Васильев, Сергей Соловьев, Александр Павлов шкул чысне çỹле çĕклеççĕ. Раççей спорт мастерне Полина Андреевăна вара республикăра çеç мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Унăн сăн ỹкерчĕкне районăн Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.

Çар ĕçĕнче пысăк ỹсĕмсемпе палăрнă ентешĕмĕрсене пуç таятпăр. 1-мĕш рангри капитансем Петр Балтаевпа Анатолий Корнилов, Анатолий Казаков летчик, Владимирпа Федор Теллинсем полковниксем яланах çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Район, республика тата çĕршыв аталанăвĕнче пысăк тỹпе хывнă ЧР тава тивĕçлĕ землеустроителĕ Геннадий Васильев, ЧР промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Кожевников, ЧР апат-çимĕç промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Иванов, ЧР тава тивĕçлĕ изобретателĕ Иннокентий Петров ырă ят-сума ахальтен тивĕçменни куç кĕретех.

Эпир Алина Сусметова, Ирина Клементьева, Ирина Кудряшова журналистсен ĕçĕсене курса, вуласа савăнатпăр.

Уява шкул ачисен, учительсен коллективĕн, хамăр шкултан вĕренсе тухнă Вера Панкратован юрри-ташши илем кỹчĕ.

Р.ФЕДОРОВА,
ют чĕлхесене вĕрентекен.

Сăн ỹкерчĕкре: тĕл пулура.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code