Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуçлăхсем отчет тăваççĕ

Пуçлăхсем отчет тăваççĕ

Тунтикун райадминистрацин ларусен залĕнче район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пычĕ. Унта, тĕпрен илсен, тĕрлĕ ĕç тытăмĕнчи ертÿçĕсен отчечĕсене итлерĕç.

Марина Павлова, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ:

– Çĕнĕ çул çывхарса пынă май кашниех палăртнă ĕçсене ăнăçлă вĕçлеме тăрăшать, малашлăха тĕллевсем палăртать. Налук тÿлессине те яваплăха туйса пурнăçлани кирлĕ – 2019 çула парăмсемпе кĕрес марччĕ. Уйрăмах çĕрпе усă курнăшăн. Ку тĕлĕшпе ĕçе раштав уйăхĕн 1-мĕшĕчченех вĕçлемелле пулнă. Çĕр налукĕн тупăшĕ пĕтĕмпех ял тăрăхĕсен бюджетне кĕрет-çке, вырăнти хăш-пĕр ыйтусене татса парассинче çăлăнăç çулĕ вăл. Ялсенчи пĕтĕм çĕр, çурт-хуралтă учетра пулмалла. Хуçасăррисем ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçма пултараççĕ. Вĕсене договорпа килĕшÿллĕн арендăна та пама юрать. Кунта, паллах, аренда суммипе срокра татăлни вырăнлă.

Налук тÿлессине вăхăтра тата туллин пурнăçламан парăмçăсене саккун пуçран шăлмасть. Районта ун пек авăра кĕрсе ÿкнисем те пур-ха. Уйрăмах «Алтаир» фирма хăйĕн пуçлăхĕн явапсăрлăхне пула кăткăс лару-тăрăва çакланнă. Халĕ ĕнтĕ ун тĕлĕшпе суд приставĕсем тивĕçлĕ йышăну тăвĕç.

Татьяна Адюкова, «МВК «Экоцентр» сахал яваплă обществăн Елчĕк районĕнчи клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕ:

– Коммуналлă хытă каяша пуçтарасси, турттарасси пирки тăтăшах калаçатпăр, ăнлантару ĕçĕсем те йĕркелетпĕр. Çĕнĕ йĕрке, уйрăмах хак, çынсенче чылай ыйту çуратать. Тен, 2019 çула çирĕплетекен сумми пĕчĕкрех пулĕ;

Тÿлев çемьере пропискăра тăракансен шутĕнчен килни паллă. Енчен те çын палăртнă адреспа пурăнмасть пулсан, унăн Елчĕкри «Арбат» суту-илÿ çурчĕн 3-мĕш хутĕнчи офиса справкăсем тăратмалла. Студентсен те çав йĕркепех – вĕренÿ учрежденийĕнчен асăннă документ кирлĕ. Тивĕçлĕ материалсене çавăн пекех Шупашкар хулинчи Мускав проспектĕнче вырнаçнă 19-мĕш çуртри 2-мĕш пÿлĕме ярса пама пулать.

Марина Васильева, Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ:

– Пирĕн центрăн ĕçĕ нумай енлĕ. Эпир учета илессине кăна мар, пирваях ĕç тупса парассине мала хуратпăр. Хушма професси илме вĕренме яратпăр, ваканси ярмăрккисем, консультацисем, тестсем, психологи тренингĕсем йĕркелетпĕр. Çула çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтеретпĕр. Ятарлă программăпа килĕшÿллĕн харпăр хăй ĕçне йĕркелекенсене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшма тăрăшатпăр. Инвалидсем те контрольте.

Кăçалхи 11 уйăхра халăха обществăлла ĕçе явăçтарас тĕлĕшпе тĕрлĕ производство коллективĕсемпе 33 килĕшÿ тунă. Аслă классенчи шкул ачисен ĕç интересĕсене шута илессипе вĕренÿ учрежденийĕсемсĕр пуçне «Стройэнергосервис» ОООн, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн, Курнавăш ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕсен, Леонид Князев уйрăм предпринимателĕн активлăхне уйрăммăн палăртмалла. Ĕçе вырнаçтарнă 381 ачаран тулли мар çемьесенчен 20, сахал тупăшлисенчен – 205, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссире учетра тăракансенчен – 2. Ытти коллективсен ертÿçисем пирĕн центрпа тачă çыхăнса ĕçлессе шанас килет.

Вĕренекенсене ĕçе юратма хăнăхтарас тĕллевпе профориентаци мероприятийĕсене те ирттерме тăрăшатпăр. Çакна шута илсе кăçал районти тăхăр предприятипе организацире пулса тĕрлĕ специалист ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пултарчĕç вĕсем.

Отчетсем тăрăх район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕ. Вăл палăртнă тăрăх, пĕтĕм шайри ертÿçĕсен яланах халăх хушшинче пулмалла, ăнлантару ĕçне кирлĕ пек йĕркелемелле.

Николай МАЛЫШКИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code