Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уявсенче сыхă пулар!

Уявсенче сыхă пулар!

Умра Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем. Вĕсен илемĕ эпир тимлĕ те сыхă пулнинчен килет. Уяв савăнăç çеç кỹтĕр тесен пиртен кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла: чăрăшсене электричество çутипе, çуртасемпе, хăвăрт хыпса илекен теттесемпе, мамăкпа, бенгали çуртисемпе илемлетме юрамасть. Заводра хатĕрленĕ электрогирляндăсемпе (вĕсем юсавлă пулччăр) çеç усă курмалла.

Пиротехникăпа питĕ тимлĕ пулмалла. Саккун ăна çул çитменнисене сутма, ачасен унпа хăйсен тĕллĕн анчах усă курма чарать. Çак хатĕрсемпе йĕркене пăсса усă курнăран çынсем аманнă тĕслĕхсем сахал мар пулнă. Çавăнпа та ăна упрас йĕркесене çирĕп пăхăнăр — нỹрлĕ вырăнта ан тытăр, урамри сутуçăсенчен ан туянăр. Çак хатĕрсене кĕсьере чиксе çỹреме те юрамасть, мĕншĕн тесен вĕсене чикнĕ тум хытă япала çумне перĕнсен пиротехника сирпĕннипе çын сусăрланас хăрушлăх пысăк. Фейерверкпа усă курас умĕн те инструкципе çирĕп паллашăр.

Кăçал районта 21 пушар пулнине (иртнĕ çулхи çак тапхăрта — 20) регистрациленĕ. Инкексен вăхăтĕнче 1 çын аманнă, 2 çын вилнĕ.

Пушарсен пысăк пайĕ халăхăн тимсĕрлĕхне тата асăрханусăрлăхне пула тухать. Пушар вăхăтĕнче 01, карас телефонĕнчен 101 номерсемпе шăнкăравламаллине асра тытар. Инкеке лексен çавăн пекех «112» номерпе пĕрлехи дежурствăпа диспетчер службине шăнкăравламалла, вăлах халăха ытти тĕрлĕ инкеке сирме пулăшать.

А.САЙКИН. В.ГРИГОРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code