Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > мыпомним (Страница 2)

Тăлăхăн шăпи

Аттесĕр ачалăх Елчĕкре пурăнакан Мария Лобанчикова пурнăçне йĕркипе пăхса пырсан Тăван çĕршывăн кун-çулне йĕрлеме пулать. Çĕршывра пулса иртекен пулăмсем йăлтах курăнаççĕ унта, вĕсем ун пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă. Уйрăмах – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи. – Атте, Василий Иванович Иванов /1912 çулхи/, 1932 çулта тăван ялĕнчен – Хĕрлĕçыртан Донбаса шахтăна ĕçлеме тухса кайнă.

Подробнее

Повестка çине повестка килетчĕ

Асаилÿ 1940 çулта 7 класс пĕтерсен художество училищине вĕренме кайма шутланăччĕ, ÿкерме юрататтăмччĕ. Анчах çак вăхăтра Указ тухрĕ, малалла укçа тÿлесе вĕренмелле. Ĕмĕте пурнăçласси вара манăн пĕтрĕ. Шкул директорĕ Андрей Иванович мана завхоз пулса ĕçлеме чĕнчĕ. Вăрçă пуçланнă çул эпĕ шкултах ĕçленĕ, директор вырăнне Кирилл Романович йышăннăччĕ. Вăл ачаран инвалид пулнă,

Подробнее

Кĕрленĕ вăрçă, çĕр чĕтреннĕ

Тĕнчемĕр пултăр хĕç-пăшалсăр! Пĕр шиксĕр пурăнăç тăвар! Хĕрарăм ан тертлентĕр арсăр, Уксах-чăлах ан юлтăр ар! Петĕр ХУСАНКАЙ. Ылханлă вăрçă. Çĕршыври ял-хулана салатнă, миçе çыннăн пурнăçне татнă, миçе салтака амантнă, çемьесене аркатнă, мăшăрсене уйăрнă. Амăшĕсене ачисемсĕр, ачасене ашшĕ-амăшĕсĕр... тăратса хăварнă. Мирлĕ пурнăç ыйтăвĕсем 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕччен çĕршыври халăх вăрçă пирки тĕшмĕртме те пултарайман. Ял-хулари халăх хăйĕн пурнăçĕпе

Подробнее

«Вилчĕ пуль вăл…»

Çулсем иртнĕçемĕн эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хакне тата та тарăнрах ăнланса пыратпăр, вăрçăпа çыхăннă кашни çыннăн пурнăçне хисепе хуратпăр. Шел, вăрçа хутшăннă паттăрсен речĕ çулсеренех сайралса пырать. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче хальхи вăхăтра пĕр сывă ветеран-фронтовик та юлман. Вăрçă пуçлансан ытти пур вăй питти арçынпа пĕрле манăн атте те фронта

Подробнее

Ан пултăр вăрçă ĕмĕрне

Çитмĕл çичĕ тĕрлĕ халăх Пурнатпăр туслă çемьере. Вырăс халăхĕ – аслă халăх, Пĕрле пире тĕреклĕрех. Ĕмĕртенпех тăван çĕре Выç куçлă тăшмансем ăмсаннă. Çине-çинех пирĕн çине Вăрçăпала килсе таптанă. Гитлер çăткăн ĕмĕчĕпе Шута илме пултарайман: Вырăс нихçан та парăнман, Хăйĕн çĕрне юта паман. Ман асаттенĕн çемйинчен Тăватă ывăл çапăçса, Иккĕш, çап-çамрăк йĕкĕтсем, Вăрçă хирне юлчĕç выртса. Чи кĕçĕнни, Çтаппан пичче, Пурнать хăйĕн сăввисенче. Çĕн пурнăç панă çутă ĕмĕт Çуннă ун

Подробнее

Кăçал – Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн кăçал Астăвăмпа мухтав çулталăкне паллă тăватпăр. «Асра тытатпăр, мухтанатпăр» проекта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалларăмăр. Проектпа килĕшÿллĕн тухакан ятарлă страницăсенче вăрçă ветеранĕсем тата тыл ĕçченĕсем пирки хыпарласси тĕп вырăнта пулать. Çак тĕллевпех кăçал редакци вулакансен хушшинче «Аслă

Подробнее

Вăрçă вичкĕнлетнĕ хĕр

Ытарайми ачалăха хыçа хăварса, телейлĕ пулма ĕмĕтленсе пурăнакан çамрăк хĕр ача 19 çул тултарнă ун чух. Çут тĕнче тивлечĕпе киленсе, пĕрремĕш юрату хĕлхемне туйса пурăнмалли тапхăрта ирсĕр тăшман пирĕн çĕр çине тапăнса кĕни çинчен хыпар сарăлать. Кĕтмен инкек пурне те – ача-пăчана та, çитĕннисене те питĕ хурлантарать, çав вăхăтрах тарăхтарать

Подробнее

Салтаксен шăписем

Чылайăшĕ хăйсен вăрçăра пулнă аслашшĕ-кукашшĕ, тăванĕ пирки РФ Оборона министерствин интернет-сайчĕсенче /«Подвиг народа», «Память народа», «Мемориал»/ информаци шырани ырă пулăм. Çак çăлкуçсемпе усă курса ентешсем пирки пĕлме май килчĕ. Тĕмер ялĕнче пурăнакансене хăйсен тăванĕсем пирки çырнă информацисене тата сăн ÿкерчĕксене хамăр ялти библиотекăна пама ыйтатăп. Вĕсем манăн çĕнĕ «Никамăн та

Подробнее