Ĕмĕтри принц
Алевтина тантăшĕсенчен яланах ырра шаннипе, ĕмĕтсенчен пуян пулнипе уйрăлса тăратчĕ. Пулас савнине те юмахри принц евĕр курчĕ вăл. Ĕмĕтсен чикки çук: мăшăр пулсан ĕçрен кулленех чĕрĕ чечек çыххипе таврăнĕ, çемье кашни çулах ют çĕршывра канса киленĕ. Пушă вăхăта час-часах ресторан-кафере, театр-концертра, дискотекăра ирттерĕç... Пĕр сăмахпа каласан, упăшки алă çинче йăтса çÿрĕ арăмне.
Подробнее