Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асап куççỹлĕ тăварлă (Калав)

Асап куççỹлĕ тăварлă (Калав)

«Пурнăçри ỹкерчĕксем» ярăмран

Пурнăç кустăрми пĕр тикĕс кусмасть. Çыннăн шăпи те тĕрлĕрен. Хăв суйланă пурнăç çулĕпе утма ĕмĕтленетĕн, çапах та чылай чухне тỹрĕ çулах темиçе пая пайланса кукăрланса кайма, яка çĕртенех муклашкапа та тумхахпа тулма пултарать.

Çичĕ ачаллă çемьере ỹсрĕ Варук. Ашшĕ водительте, амăшĕ зоотехникра вăй хуратчĕ. Пĕринчен тепри тăрăшуллă ачисене ашшĕ-амăшĕ çамрăкранах ĕçе хăнăхтарчĕ. Варук — виççĕмĕш ачаччĕ. Сăн-пичĕпе те, характерĕпе те амăшĕ хыврĕ хĕр. Çинук аппа евĕр çирĕп те мăн кăмăллă ỹсрĕ вăл. Вĕренỹре аван паллăсемпе ĕлкĕрсе пычĕ. Шкул хыççăн аслă шкула кĕрес тĕллевпе хулана çул тытрĕ. Анчах та юлашки экзамена ăнăçлă тытаймарĕ. Яла каймарĕ хĕр. Ашшĕ-амăшне йышлă ача пăхма çăмăл маррине аван ăнланчĕ, çавăнпа та хулари пĕр ресторана официанткăна ĕçлеме вырнаçрĕ.

Вырсарни кунччĕ ун чухне. Варьăн кăмăлĕ иртенех уçă мар. Çакна тантăшĕсем те туйрĕç, çапах та пĕри те сăмах хушма васкамарĕ. Кăнтăрлахи апат тĕлĕнче ресторана шукăль тумланнă кĕрнеклĕ арçын килчĕ. Сĕтел хушшине пĕчченех вырнаçнăскер Варя çине шăтарасла пăхнăран хĕр пичĕ пан улми пек хĕрелчĕ. Меню хутне пама пырсан хайхи ăна алăран тытни хĕре хумхантарсах ячĕ. Апат илсе килсен те хумханни иртменччĕ-ха, çавна пулах вĕри чейне арçын çине тăкса ячĕ пике. Лешĕ харкашу çĕклесрен, хĕре намăслантарса пĕтересерен хăрани кăлăхах пулчĕ.

— Нимех те мар, пулать ун пекки, — тесе ун вырăнне ăшшăн тинкерчĕ клинет.

Кашни кунах апатланма килме пуçларĕ Ярослав. Хăйĕнпе иккĕмĕш куннех паллаштарнăскер сĕт-çу завочĕн директорĕнче тăрăшать иккен. Кĕçех хĕр патне ĕç вĕçленнĕ тĕле пырса çỹреме, унтан килне ăсатса яма пуçларĕ çакскер. Туслă çỹрерĕç вĕсем пĕр-пĕринпе. Арçынпа кĕске вăхăтрах арлă-арăмлă пурăнма пуçлани те хăратмарĕ хĕре. Унăн 3 пỹлĕмлĕ чаплă хваттерĕнче кил хуçи арăмĕ евĕр тытрĕ пике. Ярославăн тимлĕхĕ, çине-çинех чаплă парнесемпе савăнтарни шанчăк кỹчĕ. Телейĕн вĕçĕ çук пек туйăнатчĕ. Утса мар, вĕçсе çỹрерĕ Варук. Кĕçех йывăр çын пулчĕ. 

— Çак хыпара пĕлсен тусăм савăнать ĕнтĕ, — телейлĕ куллине пытараймасăр шухăшларĕ пулас амăшĕ.

Анчах та ача пулассине пĕлсен арçын шурса кайрĕ. Кăштах чĕнмесĕр ларнă хыççăн вăл хыпаршăн савăнманнине, унăн мăшăрĕ тата ачисем пуррине пĕлтерчĕ.

— Мĕнле!? Эсĕ авланман терĕн мар-и? 

— Сана çухатасран хăрарăм.

Çак кунран хăй çухалчĕ Ярослав. Телефонĕ хурав памарĕ. «Мĕн тумалла ĕнтĕ халĕ тин? Мĕншĕн маларах пуçа çавăрттарса шухăшламарăм-ши? Тирпейлĕхпе чыслăха мала хуракан ашшĕ-амăшне мĕн каламалла? Йышăнмĕç вĕсем намăс кăтартнă хĕрне», — йывăр шухăшсем канăç памарĕç пулас амăшне.

— Шухăшланă, тунă. Ачана вăрттăн çуратăп та больницăра хăварăп.

Ăçтан анчах пĕлет, илтет халăх. Варук ача çуратса больницăра хăварни пирки ял-йыш чылай вăхăт калаçрĕ. Ашшĕ-амăшĕ хĕрĕ хĕрĕх чĕрнеллĕ пулни пирки маларах пĕлчĕ пулсан та темшĕн ăнланма, пулăшма тăрăшмарĕ хĕрне. Хăйсен ырă ятне çĕре ỹкересрен хăраса ачана ют алла парса хăварма ирĕк пачĕç.

Çак йăнăш утăм хака ларчĕ хĕршĕн. Кăштах вăхăт иртсен кỹршĕ район каччипе мăшăрланчĕ вăл. Анчах та Турă тепĕр хут анне пулма пỹрмерĕ Варьăна. Асапĕ пысăк унăн паян. Вăхăтĕнче тĕпренчĕкне хăйпе пĕрле илменшĕн, хĕр чухнехи йăнăшĕ пирки мăшăрне каласа пама хал çитерейменшĕн, мăшăрĕ шанчăксăр пулнăшăн каçсерен вĕри куççỹль юхать-те юхать.

Елена Петрова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code