Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > мыпомним

Кану кунĕсĕр ĕçленĕ

«Окоп чавнă çĕрте ĕçлеме çăмăл марччĕ, çанталăк 40 градусран та сивĕрехчĕ. Шăн çĕре чавма çав тери кансĕрччĕ. Тăхăнма ăшă тум çукчĕ, çавăнпа шăнса чирлекенсем те, вилекенсем те пурччĕ. Шăна такка-такка алăсем çийĕнсе суранланатчĕç....» – шăпах çапла аса илеççĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан оборона линийĕсене тума –

Подробнее

Вăрçа – 7 ывăл…

Вăрçă! Мĕн тери хăрушă çак сăмах. Миçе çынна терт-нуша кăтартнă, пурнăçран уйăрнă тата сусăрлантарнă вăл. 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Курнавăш ялĕнчен фронта 264 çын тухса кайнă. Вĕсен хушшинче – Чермаковсен 7 пĕртăван ывăлĕ: Михаил, Зинон, Константин, Гермоген, Василий, Иван тата Николай. Пĕртăвансен ашшĕпе амăшĕ – Иван Семеновичпа /1885-1971çç/

Подробнее

Тылра та çăмăл пулман

Район хаçатĕнче нумай çул ĕçленĕ РФ Журналистсен союзĕн членĕ Николай Алексеев совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитес умĕн «Тĕмер ялĕн салтакĕсем» кĕнекине пичетлесе кăларчĕ. Паянхи кăларăм валли Николай Васильевич 1941-1945 çулсенче тылра пĕтĕм йывăрлăха тÿссе ирттерсе Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми вăй хунă хĕрарăм-трактористсем, уй-хирте, фермăсенче

Подробнее

Михеевсем – вăрçă паттăрĕсем

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Лаш Таяпаран пĕр кăкран тухнă 12 Михеев хутшăннă. Вăрçă çухатусăр пулмасть. Тăшмана хирĕç кар тăнисенчен пĕри – вырăнти Крупская ячĕллĕ колхозра бригадирта тăрăшнă 29 çулхи Василий Михайлович. Вăл 1942 çулта Тверь облаçĕнчи Ржев хули çывăхĕнчи хаяр çапăçура паттăррăн пуçне хунă. Унăн çывăх тăванĕсем Павелпа Василий Алексеевич

Подробнее

Вăрçăра пиçĕхнĕ пахчаçă

Никандр Кондратьевич Кондратьев 1920 çулта Энтепе ялĕнче çуралнă. Малтан ялти пуçламăш шкулта, унтан Шăмалак шкулĕнче вĕреннĕ. Унăн аслă пиччĕшĕ Александр Шăмалак шкулĕнче вĕрентекенре тăрăшнă вăл вăхăтра. Хĕллехи кунсенче Энтепе ачисем килĕсене килсе çÿреймен, çынсем патĕнче хваттерте пурăннă. Кĕçех ялта çичĕ класлă шкул уçсан вĕренекенсем унта таврăннă. Шкулта тĕрлĕ кружок ĕçленĕ. Драма

Подробнее

Салтак шăпи

Иртнĕ ĕмĕрте хăйсен пурнăçĕ пирки тĕплĕн çырса пыма пултарнă çынсем пит нумаях та пулман пуль. Пурнăçне сăнарласа ал çырăвĕсем çырса хăварнă çынсен тăванĕсем хушăран редакцине хулăн тетрадь е кĕнеке йăтса килеççĕ те – вĕсемпе кăсăклансах паллашатпăр. Çак кунсенче пирĕн патăмăрта Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Нина Александровна Кузнецова пулчĕ. Вăл ашшĕ

Подробнее

Вăрçă витĕр тухнă медиксем

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çар медицини пурнăçланă ĕç-хĕл – чăн-чăн паттăрлăх. Тухтăрсемпе фельдшерсем, медсестрасемпе санитарсем Хĕрлĕ çарăн 17 миллион салтакĕпе офицерне /72,3 процент аманнисем, 90,6 процент чирлисем/ çĕнĕрен строя тăма пулăшнă. Вăрçă тапхăрĕнчи сиплевпе сывату ĕçĕнче Елчĕк районĕн представителĕсем те хăйсен тÿпине хывнă, çав шутра çапăçу хирĕсенче, çар госпиталĕсенче çеç мар,

Подробнее

Вут-çулăмра туптаннă Кольцовсем

Иккĕмĕш тĕнче /1939 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ/, ун хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи /1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ/ пуçланса кайичченхи вунă çуллăхра тĕнчери политика питĕ кăткăс пулнă. Фашистла Германи пĕтĕм тĕнчене пусмăр айне хурас ĕмĕте пурнăçлама тытăннă. Совет Союзĕн ертÿçисем Европăра вăрçă пуçланас хăрушлăха сирсе яма пĕрлешÿ тăвасси пирки Англипе Франци ертÿçисене

Подробнее

«Пурте фронт валли, пурте Çĕнтерÿшĕн!»

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре фашистла Германи тата унăн союзникĕсем пирĕн çĕршыв çине хаяррăн тапăнса кĕни кĕтменлĕх пулнă. Çав вырсарникун – Раççей çĕрĕ çинче пурăннă пур çветтуйсен уявне паллă тунă кун пулнă. Тăшман Рига, Виндава, Либава, Шауляй, Каунас, Вильнюс, Гродно, Лида, Волковыск, Брест, Кобрин, Слоним, Бобруйск, Житомир, Киев,

Подробнее

Çĕршывшăн пуçне хунă

Телейлĕ те мирлĕ пурнăçшăн вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсем вилĕмсĕр. Никифор Васильевич Плечов /Плечев/ вăрçа каяс умĕн Çĕнĕ Пăва шкулĕнче директорта ĕçленĕ. Вăл 1913 çулта Патăрьел районĕнчи Вăтаел ялĕнче çуралнă. Çамрăкранах вĕренÿ енне туртăннă, активист пулнă. Вăл пионер тата комсомол организацийĕсен ретне чи малтисемпе пĕрле тăнă, пионер отрячĕн вожатăйĕ, комсомол

Подробнее