Четверг, 18 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç укçипе вăхăтра татăлмалла

Ĕç укçипе вăхăтра татăлмалла

Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕн ĕçченĕсем 2017 çулхи 9 уйăхра предприятисемпе организацисен ертỹçисем, уйрăм предпринимательсем ĕçлев саккунĕсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче (пурĕ 721 тĕрĕслев ирттернĕ) вĕсем ĕçлев саккунĕсене пăснă 2844 тĕслĕхе тупса палăртнă. Ĕçчене ĕç укçине вăхăтра парса татасси _ ертỹçĕн тĕп тивĕçĕ. Инспекци ĕçченĕсем ку енĕпе 9 уйăхра 175 тĕрĕслев ирттернĕ май 11949 ĕçчен 394765,85 пин тенкĕлĕх ĕç укçи тỹлеменнине тупса палăртнă.

Ĕçлев саккунĕсене пăхăнманшăн должноçри 830 çын, 341 предприятипе организаци, 174 уйрăм предприниматель тĕлĕшĕпе 27100,80 пин тенкĕлĕх штраф тăратнă, çав шутран ĕç укçипе вăхăтра татăлманшăн тивнĕ штраф виçи 10411 тенкĕпе танлашнă.

Федерацин Ĕç тата ĕçпе тивĕçтерес служба хушнипе Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕ ĕç укçине вăхăтра парайман организацисен реестрне йĕркелесе пырать. Кăçалхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне республикăри 21 организаци ĕç укçи тĕлĕшĕпе 3431 ĕçчен умĕнче парăмлă пулни паллă. Маларах асăннă реестра кашни эрнерех Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствипе Экономика аталанăвĕн министерствине ярса панине палăртмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code