Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Йăла тата çемье»

«Йăла тата çемье»

Юпа уйăхĕн 16-22-мĕшĕсенче районта «Йăла тата çемье» ятпа профилактика мероприятийĕ иртет.

Асăннă акцие Елчĕк районĕнчи полици пайĕн сотрудникĕсем яланах активлă хутшăнаççĕ. Çак тапхăрта вĕсем полици пайĕнче учетра тăракансен, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсен çемйисенче пулаççĕ, психика тĕлĕшĕнчен сывах маррисемпе тата çемье канăçлăхне пăсакансемпе, йĕркене пăхăнса пурăнман ытти граждансемпе курса калаçаççĕ, шкулсене çитсе ачасене саккунсен пуххисемпе паллаштараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code