Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йĕппе пусă чаваймăн

Йĕппе пусă чаваймăн

Геннадий Волков академик çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă çулталăкра Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕ тĕрлĕ шайри мероприяти пĕрре мар йĕркелерĕ. Тĕнчипе палăрнă ентеш-этнопедагога манманни, унăн вĕрентĕвне ăша хывни калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ те ырă ĕç. Геннадий Никандровичăн вĕренекенĕсем, çав шутра тĕрлĕ республикăри, хуласенчи паянхи профессорсем, шкула час-часах килсе çỹреççĕ. Кашни килмессерен вĕсенчен хисеплĕ ăсчахăмăрăн ĕç-хĕлне, пурнăçне тата та ытларах пĕлетпĕр.

Хальхинче те Г.Волков вĕренекенĕ, ЧГПУ профессорĕ М.Харитонов калани асра юлчĕ: «Умри йывăрлăха йĕппе пусă чавнипе танлаштаратчĕ. Çавăнпа та яланах тăрăшмалла, вĕренмелле, малалла ăнтăлмалла тетчĕ». Хаклă ентешĕмĕрĕн кашни сăмахĕ ахах пĕрчи. Вăл халăх пурнăçне, кăмăлне, ăс-хакăлне, йăли-йĕркине тишкерни пирĕншĕн, пирĕн çамрăк ăрушăн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Академик тăван ялне килсен унăн калаçăвне пĕрре мар итлеме тỹр килнĕ. Унăн тĕнче курăмĕнчен, культуринчен, ăшпиллĕ калаçăвĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăн. Çирĕм çул каяллахи пĕрремĕш тĕл пулура, академикăн юбилейне ял çыннисемпе пĕрле уявланă чухне, клубри сцена çинче хăйне лартса панă кресло çине амăшне меллĕн вырнаçтарнине, хăй вара амăшĕ çумне урайне ларнине нихăçан та манаймăн.

Çак кунсенче Аслă Елчĕк шкулĕнче иртнĕ «Асамат кĕперĕ» республикăри наукăпа практика конференцине районти шкул ачисемпе вĕрентекенсем йышлăн пухăнчĕç. Ăна шкулпа Чăваш патшалăх педагогика университечĕн наукăпа тĕпчев институчĕ пĕрле йĕркеленĕрен Шупашкартан та сумлă делегаци килчĕ.

«Çынна пысăк юрату тасатать, вăй парать, çунат хушать, телей кỹрет. Кашни çыннăн е уйрăм халăхăн шăпине виçĕ юрату татса парать — ачасене юратни, ĕçе юратни тата Тăван çĕршыва юратни».

Г.Волков (Кашкăр Хуначи).

Конференцие район пуçлăхĕ Ираида Васильева, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, Геннадий Волковăн çывăх тăванĕ Анатолий Молоствов хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.

«Алран кайми аки-сухи…» халăх юррине шăрантарнинчен пуçланчĕ ăслăлăх уявĕ. Ăна шкул директорĕ Николай Малышкин уçрĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн педагогика наукисен докторĕ, проректорĕ Татьяна Петрова тата ытти ăслăлăх çыннисем шкул ачисемпе вĕрентекенсем хушшинчи наукăпа практика конференцине хутшăнни хăех Геннадий Никандрович ĕçĕ-хĕлĕ наукăра тивĕçлĕ вырăн йышăннине кăтартать. Аслă Елчĕк шкулĕ çеç мар тата Шупашкарти икĕ вĕренỹ заведенийĕ Г.Н.Волковăн ячĕпе хисепленсе тăрать.

ЧППУ ректорĕ Владимир Иванов — Геннадий Волковăн вĕренекенĕ. Вăл паллă ăсчахăмăр ятне çỹлте тытакансене, унăн вĕрентĕвне ăруран ăрăва çыхăнтарса пыракансене Хисеп хучĕсем парса хавхалантарнă. Хисепе тивĕçнисен йышне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, Аслă Елчĕк шкул директорĕпе Николай Малышкинпа унăн çумĕ Тамара Никонова, Хăвăлçырма, Аслă Елчĕк шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Зинаида Михеевăпа Надежда Хушкина кĕчĕç.

Аслă Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем Геннадий Волкова халалланă сăвăсем вуларĕç, вăл юратнă юрăна шăрантарчĕç, çыравçăн пĕр хайлавне сценка кăтартса пачĕç.

Район, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, хăнасем Г.Н.Волков бюсчĕ умне чечексем хучĕç.

Унтан педагогсемпе шкул ачисем секцисенче академик вĕрентĕвне ăса хывнине, унăн ĕç-хĕлне малалла тăснине çирĕплетекен тĕпчев ĕçĕсене хỹтĕлерĕç. Хăйсен ĕçĕсемпе мала тухнисемпе призерсене дипломсем парса чыс турĕç.

Ăслăлăх уявне хутшăннисем шкулти музейра, Волковсен кил-çуртĕнче пулчĕç. Наукăпа тĕпчев конференцине хутшăннисем çакăн евĕрлĕ ăслăлăх уявне çулсеренех ирттерсен аван пулнине палăртрĕç.

В.КИРИЛЛОВА.

Л.АДЮКОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: конференцие хутшăннисем шкул умĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code