Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей çар историйĕн кунĕсем

Раççей çар историйĕн кунĕсем

Наполеона çĕнтернĕ

1813 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче вырăс çарĕсем хăйсен союзникĕсемпе пĕрле Лейпциг патĕнче Наполеона çĕнтернĕ.

Французсем çак çапăçура 80 пине яхăн çын тата артиллерие пĕтĕмпе тенĕ пекех çухатнă. Наполеон çарне çапса аркатни Франци çĕршывĕ унччен маларах Европăра çĕнсе илнĕ территорисене çухатас хăрушлăх кăларса тăратнă.

5 карапа путарнă

1827 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче вырăс флочĕ хăйĕн союзникĕсемпе пĕрле Греци çыранĕсем патĕнчи Наваринск çапăçăвĕнче турккăсен флотне çапса аркатнă. Вырăссем çак çапăçура пĕр карап та çухатман. Вырăс эскадрин «Азов» флагманĕ хăй кăна турккăсен 5 карапне шыва путарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code