Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен яш-кĕрĕмĕ — Сочире

Чăваш Ен яш-кĕрĕмĕ — Сочире

Октябрĕн 15-мĕшĕнче уçăлнă Сочири çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери XIX фестивалĕнче Чăваш Ен чысне 125 çамрăк хỹтĕлет. Пĕтĕм тĕнчери фестивале уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çак фестиваль çĕршыв историйĕнче чи сумлисенчен пĕри пулнине палăртнă.

Фестивале хутшăннă республика çамрăкĕсем форум кунĕсенче лекцисене, ăсталăх класĕсене, ăслăлăхпа вĕренỹ мероприятийĕсене хутшăнаççĕ. Çавăн пекех вĕсем регионсен куравĕнче тата культура программинче хăйсен презентацийĕпе паллаштараççĕ.

Михаил Игнатьев форум лапамĕнче Чăваш Ен делегацийĕпе тĕл пулнă. Вăл студентсемпе çамрăксене уявпа саламланă май фестивальте тухăçлă ĕçлеме суннă.

— Фестиваль сире нумай-нумай самант парнелĕ. Чăваш Ен делегацийĕ Çамрăксемпе студентсен XIX Пĕтĕм тĕнчери фестивальне хутшăнни республика историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлĕ, — тесе палăртнă хĕр упраçпа яш-кĕрĕме хавхалантарса Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен представителĕсем фестиваль хăнисене мобильлĕ аппаратсем валли туса хатĕрленĕ проводсăр зарядка станцийĕпе паллаштарнă.

Чăваш Ен экспозицийĕпе РФ Патшалăх Думин председателĕн пĕрремĕш çумĕ, Раççей Олимп комитечĕн президенчĕ Александр Жуков паллашнă. Вăл Чăваш Ен 2014 çулта Пĕтĕм тĕнчери «Раççей — спорт патшалăхĕ» форума ăнăçлă ирттернине, республика спорт регионĕн ятне çỹллĕ шайра тытнине палăртнă, чăваш çамрăкĕсен станцийĕ пулăшнипе хăйĕн телефонĕн аккумуляторне зарядланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code