Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юрий Попов депутат парнисемшĕн

Юрий Попов депутат парнисемшĕн

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдингăн президенчĕн, Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн çулсерен кире пуканĕ йăтассипе йĕркеленекен турнир кăçал Красноармейскинчи физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексра иртнĕ.

Унта Чăваш Енри тата ытти регионсенчи спортсменсемпе пĕрле пирĕн районти спортсменсем те хастар тупăшнă.

Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ ентешĕмĕре саламлама VI уçă турнира Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та хутшăннă. Спортсменсене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ, хамăр ентеш Владимир Викторов тата ыттисем те саламланă.

Турнирта тĕрлĕ ỹсĕмре тата хăйсен виçисен категорийĕсенче пирĕн район спортсменĕсем — Анатолий Узюкин, Василий Кириллов, Андрей Данилов, Мария Зайцева, Дмитрий Енедеров палăрнă. Пирĕн тепĕр ентешĕмĕр — кире спорчĕн республикăри федерацийĕн хисеплĕ президенчĕ Петр Сидоров 1947 çулта çуралнă тата аслăрах арçынсен хушшинче 78 килограмчченхи виçере 3-мĕш вырăн йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code