Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Преступленисене тĕрлĕ майпа уçăмлатаççĕ

Преступленисене тĕрлĕ майпа уçăмлатаççĕ

РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн тытăмĕнче криминалистика уйрăмĕ ĕçлет. Асăннă уйрăм сотрудникĕсен тĕп тĕллевĕ — талăкăн хăш вăхăтĕнче те йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем пулнă вырăна çитсе ĕç-пуçа уçăмлатасси, çителĕклĕ çирĕплетỹсем тупса следовательсене паха пулăшупа тивĕçтересси.

Кăçалхи 9 уйăхра республикăра çынна вĕлернĕ е вĕлерме тăнă 64 преступление регистрациленĕ. Асăннă преступленисене уçса параслăх 97,5 процентпа танлашнă. Хăрушă преступленисен шутĕнче çавăн пекех теприн сывлăхне уйрăмах пысăк сиен кỹрсе ăна вилĕм патне илсе çитерни. Республикăра çакăн евĕр 41 тĕслĕх регистрациленĕ пулсан, айăплисене пурне те тупса палăртма май килнĕ.

Преступленисене уçăмлатас ĕçре юлашки вăхăтра криминалистикăра усă куракан хатĕрсем пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли — полиграфпа («ултав детекторĕ») усă курни. «Ултав детекторĕпе» ытларах чухне çын пурнăçĕпе сывлăхне тата ăна ар тĕлĕшĕнчен тĕкĕнме юраманнине хирĕç тунă преступленисене уçса панă, патшалăх службин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи ĕç интересĕсене хирĕç тунă преступленисене тĕпченĕ чух усă кураççĕ.

Следстви управленийĕн ытти криминалистика техникин те витĕмĕ пысăк. Çавăн пекех экспертсем генетика, одорологи (шăршă йĕрĕсен экспертизи) тĕпчевĕсем çине таянаççĕ, панорама 3D — фотоỹкерĕвĕн мелне ĕçе кĕртнĕ. UFED Touch комплекспа, гипнорепродукципе усă курни пысăк пулăшу парать. Пĕрремĕшĕ карас телефонĕсем тата электронлă хатĕрсем çинчи çухалнă информацие тавăрма тата преступлени йĕрĕсене тупса палăртма, иккĕмĕшĕ тỹссе ирттернĕ пăшăрхануллă самантсене куç умне кăларса тăратма тата паллă пулăмсене аса илме май параççĕ.

Маларах асăннă тата ытти хатĕрсем республикăра пулса иртнĕ чылай йывăр тата уйрăмах йывăр преступленине уçăмлатма пулăшнăран преступниксене тивĕçлипе явап тыттараççĕ.

Т.ПРЫГУНОВА,
Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн следователĕн пулăшуçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code