Воскресенье, 6 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Виктор Карчиков: «Пĕчĕк йышпа та пысăк çитĕнỹ тума пулать»

Виктор Карчиков: «Пĕчĕк йышпа та пысăк çитĕнỹ тума пулать»

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕ ачасене тарăн пĕлỹ парса вĕрентсе кăларакан Раççейри чи лайăх 300 шкул йышне кĕнĕ. Çĕршыв шайĕнчи пысăк çитĕнỹ хăй тĕллĕн пулман. Ачасене тарăн пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани парас пирки калаçрăмăр та 11 çул шкул директорĕнче ĕçлекен Виктор Карчиковпа.

— Виктор Виталиевич, чи малтанах сире пысăк çитĕнỹ тунă ятпа саламлатпăр. Мĕнле кăмăл-туйăмпа йышăнтăр çакна?

— Саламшăн тавах. Пĕр пытармасăр каласан, кĕтменлĕх те пулчĕ. Шкулăн юлашки çулсенчи кăтартăвĕ курăмлă, анчах ачасен йышĕ сахалли чи лайăххисен йышне кĕме ура хурать пулĕ тенĕччĕ. Çавăнпа та коллектив çитĕнĕве пысăк хавхаланупа кĕтсе илчĕ.

— Ачасен йышĕ нумаях мар пулсан та эсир кашни çулах хăвăр çитĕнĕвĕрсемпе савăнтаратăр…

— Çапла, пирĕн ачасемпе учительсем вĕренỹпе воспитани ĕçĕнче çулсеренех пысăк ỹсĕмсем тăваççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнчи результатсем те пĕчĕк мар. Ĕнерхи выпускниксен 70 проценчĕ аслă вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ пухать. Акă, физкультура предмечĕпе Пĕтĕм Раççей шайĕнчи олимпиадăн пĕтĕмлетỹ тапхăрĕнче абсолютлă çĕнтерỹçĕ пулса тăнă Дмитрий Волков, Елена Яшина Хусанти, Ирина Иванова Мускаври аслă шкулсенче вĕренеççĕ. Вĕсем тăван шкулта ППЭ тытса çĕршыв шайĕнчи аслă шкулсене çăмăллăнах вĕренме кĕчĕç.

Пуçламăш классем те Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене начар мар пурнăçлаççĕ.

— Иртнĕ çулсенчисем те шкул чысне çỹле çĕклетчĕç…

— Иртнĕ çулсенчи выпускниксемпе тивĕçлипе мухтанма пултаратпăр. Вĕсем: Екатерина Савельева, Анна Митрофанова, Лариса Чернова, Андрей Сидоров, Лидия Юркова… паянхи вĕренекенсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсен ячĕсене шкулăн Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Ял ачисем аслă шкулта та малтисен шутĕнче, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтереççĕ.

— Учительпе вĕренекенĕн ĕçне ытларах предметсен олимпиади урлă хаклаççĕ. Çавна май, Виктор Виталиевич, иртнĕ вĕренỹ çулĕнчи олимпиадăсем патне таврăнар-ха?

— Хальхи вăхăтра шкулта 79 ача ăс пухать пулсан, иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 76 вĕренекенччĕ. Район шайĕнчи олимпиадăна 29 ача хутшăнчĕ. Вĕсенчен 12-шĕ призерсен йышне кĕчĕ. Пирĕн вĕренекенсем физика, астрономи, литература, технологи, экологи, математика, ОБЖ, физкультура предмечĕсене уйрăмах кăмăллаççĕ, паха кăтартусемпе савăнтараççĕ. Кирилл Чернов астрономипе, физикăпа çĕнтерỹçĕ, математикăпа призер, физкультурăпа Дмитрий Волков, Наталия Федорова çĕнтерỹçĕ, Ева Михайлова призер, ОБЖпа Наталия Федорова, Арина Иванова призер, технологипе, литературăпа Татьяна Воронова призер, Екатерина Вишневская литературăпа тата экологипе призер пулса тăчĕç. К.Черновпа Н.Федорова тата Д.Волков регион шайĕнчи олимпидăра палăрчĕç. Вĕсемех — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсем.

Юлашки çулсенче эпир районти, республикăри предметсен олимпиадисенче те яланах малтисен йышĕнче. Педагогика канашĕнче яланах хамăр ĕçе тĕплĕн тишкерсе тухассине ырă йăлана кĕртнĕ. Шкулти пĕр ачах темиçе предмет олимпиадипе конкурсра палăрма пултарать. Çакă — кашни педагогăн тỹпи.

— Сирĕн шкулта кадр ыйтăвĕ çỹллĕ шайра.

— Чăннипех те çапла. Шкулта опытлă та ăста 15 педагог тăрăшать. Коллектив туслă, пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемпе хавхаланаççĕ. Аслисем çамрăкраххисене ĕçре пулăшса, вĕрентсе пырасси паян тухнă йăла мар.

Чăваш чĕлхипе литературине, биологипе экологи предмечĕсене вĕрентекенсем Нина Леваяпа Надежда Карчикова Раççей Федерацийĕн 100-шер пин тенкĕлĕх гранчĕсене тивĕçрĕç. Историпе обществознани предмечĕсене ертсе пыракан Нина Васильева Чăваш Республикин Президенчĕн 50 пин тенкĕлĕх грантне, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Галина Чернова Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă стипендине илме пултарчĕç. Çавăн пекех Олег Осипов, Николай Чернов, Лидия Павлова учительсем çулсеренех олимпиада призерĕсем хатĕрлеççĕ.

— Вĕренỹре хастар ачан спортра та малта пулас килет, уроксем хыççăн хушма пĕлỹ те илес килет пулĕ?

— Ачасем физкультура урокне кăмăллани куçкĕрет. Уроксем хыççăн хăйсене килĕшекен спорт секцийĕсене çỹреççĕ. Спорт инвентарĕнчен те чухăн тееймĕн. Ку енĕпе шкула хамăрăн выпускниксем те пулăшу аллине тăсаççĕ. Алексей, Александр, Андрей Лапшинсем хăйсем те ачаран спортпа туслăччĕ, халĕ те пысăк çитĕнỹсем тăваççĕ, çамрăк ентешĕсене ỹт-пĕве çамрăкран пиçĕхтерме вĕрентеççĕ. Йĕлтĕрсем, спорт форми туянса пачĕç. Алексей Юрьевич пуçарулăхĕпе шкулта кĕрешỹ секцийĕ уçăлчĕ. Пĕлтĕр 10 вĕренекен республика, 40 вĕренекен район шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç. Шкулăн пĕрлештернĕ команди тĕрлĕ шайри ăмăртусенче илнĕ грамотăсемпе кубоксем йышлă. Пирĕн çамрăк спортсменсем — Анастасия Лапшина, Николай Алексеев Олимп резервĕсен училищисенче вĕренеççĕ.

Çавăн пекех шкулти 11 кружок ачасен тавра курăмне аталантарма пулăшатех. Елчĕкри искусство шкулĕн филиалĕ ĕçлени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унта ачасем юрлама, тĕрлĕ инструментсемпе калама вĕренеççĕ. Пирĕн вĕренекенсем республика шайĕнчи КВН фестивальне хутшăнаççĕ.

— Ачасен сывлăхĕ апатран та нумай килет. Ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех сирĕн?

— Кашни ачана кунне икĕ хутчен вĕри апат çитеретпĕр. Хальхи вăхăтра унăн уйăхри хакĕ — 450 тенкĕ. Апатлану залĕнче çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Ăна та хамăр тăрăшуллă пулнăран çĕнсе илнĕ. Любовия Козлова поварпа Анна Иванова кухня ĕçченĕ ачасене тутлă та паха апат çитерме тăрăшаççĕ. Апат хакĕ кăштах та пулин йỹнĕрех пултăр тесе шкул пахчинчи 60 сотой çĕр çинче кишĕр, сухан, столовăй чĕкĕнтĕр, купăста çитĕнтеретпĕр. 

-Виктор Виталиевич, мĕн пытармалли, эсир директор пуканне йышăннăранпа Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ ырă еннелле улшăнчĕ. Паян сирĕн шкула пырса кĕме те кăмăллă: пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать…

— Тепĕр тесен пирĕн шкул нихăçан та начаррисен шутĕнче пулман. Эпир Е.М.Захарова, О.И.Осипова, В.Г.Краснова, Р.И.Федорова, Т.И.Шелтукова, С.И.Шелтуков, М.Н.Емельянов, В.П.Васильев учитель-ветерансемпе мухтанатпăр.

Территорине тирпей-илем кĕртесси вара кашни çынран килет. Пурте пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăнатпăр эпир. Çакă туслăха çирĕплетет, çитĕнỹ тума та пулăшать. Коллективра «ку санăн ĕç, манăн мар» тесе пайламанни те тухăçлă ĕçлеме хавхалантарать.

 

Хаклав

Леонид КОШКИН, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

— Ял тăрăхĕн территорийĕнче хальхи вăхăтра 3 шкул шутланать. Çирĕклĕ Шăхальсем Раççей шайĕнче пысăк çитĕнỹ туни мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Ытти чухне те районти пуху-канашлусенче вĕсене час-часах ырăпа аса илни чуна ăшăтать. Самана таппипе пыракан шкул коллективне малалла та ăнăçусем тума сунатăп.

 

 

Елена ЛАПШИНА, пилĕк ача амăшĕ, Кармал ялĕ:

— Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ пысăк чыса тивĕçни пурне те хавхалантарать. Мĕншĕн тесен кунта пирĕн ачасем вĕренеççĕ. Аслисем юратнă шкулпа сывпуллашнă ĕнтĕ. Настя хĕрĕме çичĕ класс хыççăн Олимп резервĕсен училищине вĕренме илчĕç. Ксения 10 класра вĕренет. Кĕçĕнни 3 çулта çеç-ха. Шкулта лайăх вĕрентеççĕ, спортпа туслашма та хăнăхтараççĕ. Пирĕн ачасем ирĕклĕ майпа кĕрешессипе çитĕнỹ тунă çĕрте учительсен тỹпи те пысăк. Педагогика коллективĕ ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура ĕçленине те ырлатăп. В.КИРИЛЛОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code