Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕл пулусемпе халăх кăмăллă юлчĕ

Тĕл пулусемпе халăх кăмăллă юлчĕ

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çавна май Чăваш Енри влаç органĕсен ертỹçисемпе представителĕсем районсемпе хуласенчи ĕç коллективĕсенче пулнă, халăхпа курса калаçнă.

Пирĕн районта çак кун ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина тата Федерацин потребительсен прависене тата çынсен ăнăçлăхне хỹтĕлекен сферăна тĕрĕслекен службăн Чăваш Енри управленийĕн ертỹçи Надежда Луговская пулчĕç. Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа курнăçнă хыççăн вĕсем Курнавăш тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенчи активпа, «АСК-Яльчики» ООО ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусене _ районсемпе хуласенчи автомашина çулĕсене тĕпрен юсасси е çĕнĕрен сарасси, «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» патшалăх программине пурнăçа ăнăçлăн кĕртсе пырасси, 2017 çулта республикăри нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси тата ытти те _ пăхса тухнă май ертỹçĕсем сăмахсене тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пычĕç. Тавралăха тирпей-илем кĕртес, аслă çулсен хĕррисене, масарсене тирпейлес, пушартан сыхă тăрас тата пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнас, патшалăх тата муниципалитет сĕнекен пулăшусене электронлă мелпе йышăнас ыйтусем те çивĕччисен йышĕнче пулчĕç.

Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă ертỹçĕсем халăхпа тĕл пулнă май маларах асăннă ыйтусем тавра районта мĕнле ĕçлени пирки каласа кăтартрĕç. Çул-йĕр ыйтăвне çĕклес пулсан, 2017 çулта районта ялсен тулашĕнчи тата ялсене кĕрекен çул-йĕре пăхса-юсаса тăма 48231,762 пин тенкĕ уйăрнă. Çав шутран ялсен тулашĕнчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре (пурĕ 137,1 километр тăршшĕ) тытса тăма — 10902,500 пин тенкĕ, çул-йĕр çинче паллăсем тăвас расхутсемшĕн 650 пин тенкĕ, автоçулсене юсама — 29010, 8 пин тенкĕ, ялсене кĕрекен çул-йĕре (пурĕ 182 километр) тытса тăма — 2027,5 пин тенкĕ, ялсенчи хытă сийлĕ çулсене (4,040 километр) юсама — 3567,1 пин тенкĕ, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тата унта кĕрекен тăкăрлăксене юсама — 389,333 пин тенкĕ уйăрнă. Республикăн «2014-2043 çулсенче Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсен пĕрлехи пурлăхне тĕпрен юсамалли» программине пурнăçа кĕртес тĕллевпе 2017 çулта муниципалитетăн кĕске вăхăтлăх планĕпе килĕшỹллĕн, Елчĕкри Андреев урамĕнчи 6 çуртра, Юбилей урамĕнчи 4 çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама палăртнă. Çак тĕллевпе Капиталлă юсав фончĕпе тата «Стройсантех» ОООпа 1015809,23 тенкĕлĕх килĕшỹ çирĕплетнĕ.

Территорисене тирпей-илем кĕртес ĕç те тивĕçлипе пурнăçланса пырать районта. Çак тĕллевпе юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕччен уйăхлăх ирттерме палăртнă.

Пушартан асăрханасси тĕп ыйтусен шутĕнче. Çулталăк пуçланнăранпа районта пурĕ 14 пушар (иртнĕ çул 10) тухнине шута илнĕ, инкексен вăхăтĕнче 2 çын аманнă, 2 çын вилнĕ. «Хĕрлĕ автан» кỹнĕ тăкак 784 пин тенкĕпе танлашнă. Инкексен тĕп сăлтавĕ — халăх кăмака хутнă, электроприборсемпе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманнинче.

Халăха Раççей Федерацийĕн патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене пĕрлехи портал урлă илме хăнăхтарас, çавна май ăнлантару ĕçĕсене пурнăçлас ыйтусене çакăн евĕр тĕл пулусенче час-часах хускатаççĕ. Асăннă тема çинче хальхинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Çăмăллăхăн тепĕр тĕсĕ — 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курса патшалăх пошлинисене 30 процент йỹнĕрех тỹлеме май пурри. Асăннă çăмăллăхсем пирки эпир хаçатра вулакана час-часах аса илтерсе тăратпăр.

Пĕрлехи информаци кунĕнче ытти çивĕч ыйтусем тавра та калаçрĕç ертỹçĕсем, çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç.

Тĕл пулусемпе халăх кăмăллă юлчĕ, район тата республика шайĕнчи ертỹçĕсемпе куçа-куçăн калаçма май туса пани тĕрлĕ ыйтăва вăхăтлă татса парас ĕçре пысăк пулăшу панине палăртрĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: Федерацин потребительсен правине тата çынсен ăнăçлăхне хỹтĕлекен сферăна тĕрĕслекен службăн Чăваш Енри управленийĕн ертỹçи Надежда Луговская «АСК-Яльчики» ООО ĕçченĕсемпе тĕл пулнă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code