Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пахалăхлă çул тума — 90 миллион тенкĕ ытла

Пахалăхлă çул тума — 90 миллион тенкĕ ытла

Пахалăхлă çул-йĕр — район экономикин ăнăçлă аталанăвĕ тата хăрушсăрлăх никĕсĕ. Юлашки çулсенче Елчĕк районĕнче çул-йĕр инфраструктурине аталантарас тĕллевпе сахал мар ĕç пурнăçланă.

2017 çулта Елчĕк районĕнче çул-йĕре тивĕçлĕ тытса тăма укçа-тенкĕн мĕн пур çăлкуçĕнчен 94,3 миллион тенкĕ (иртнĕ çулхинчен 2 хут нумайрах) уйăрма палăртнă. Çакă районăн 90 çулхи юбилейне тивĕçлипе кĕтсе илессипе те çыхăннă.

Тĕмер (1609 метр) тата Патреккел (2021 метр) ялĕсенчи çулсене тума 28,9 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех «Яманчỹрел-Кавал» (4 çухрăм), «Комсомольски — Елчĕк» — Курнавăш (2,5 çухрăм) тата «Кушкă — Çĕнĕ Арланкасси» (3,3 çухрăм) çулĕсене юсама 43,9 миллион тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă.

Унсăр пуçне ялсемпе иртекен хытă сийлĕ çул-йĕре юсама 5,8 миллион тенкĕ расхутланă. Çак укçа-тенкĕпе 13 ялти 21 урамра 6297 метра тăсăлакан çул-йĕре юсанă. Кунта 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» 7-мĕш номерлĕ указĕпе килĕшỹллĕн çул-йĕр тума халăхран пухнă 0,5 миллион тенке те шута илнĕ.

Ялсен тулашĕнчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене (137,1 çухрăм) тата ялсемпе иртекен çулсене (182 çухрăм) тытса тăма 13,6 миллион тенкĕ уйăрнă. 1,7 миллион тенкине çĕнĕрен тăвакан автоçулсен проекчĕсене хатĕрлес тĕллевпе расхутлама палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code