Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 3 ача сачĕ тумалăх укçа перекетленет

3 ача сачĕ тумалăх укçа перекетленет

Кăçалхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2018 çултан тытăнса Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене уйăракан бюджет кредичĕсене реструктуризаци тăвасси çинчен пĕлтернĕ. Çапла майпа ыйту çуралать: çак йышăну пирĕн республикăри бюджет кредичĕсем çинче палăрĕ-и? Бюджет укçи-тенкине нумай перекетлеме пулĕ-и?

— Бюджет кредичĕсене çĕнĕлле йĕркелессин программине ĕçе кĕртни нумай регионăн бюджечĕсен парăмĕсене палăрмаллах пĕчĕклетме май парать, — тесе пĕлтерет Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина. Программа ĕçлеме тытăннă малтанхи икĕ çулталăкра çакă уйрăмах лайăх палăрĕ. Мĕншĕн тесен ун чухне çăмăллăхлă чи лайăх условисене палăртнă тата парăмсен пĕтĕмĕшле суммин 5 процентне анчах саплаштарса пымалла.

Çĕршыв Президенчĕн йышăнăвĕ Чăваш Енĕн хыснин парăмĕсем çине те пысăк витĕм кỹмелле. Ку чухне пирĕн регионта федераци бюджетĕнчен 2015-2017 çулсенче илнĕ кредитсен парăмне пурĕ 6723,2 миллион тенкĕлĕх реструктуризаци тумалла. Палăртнă программăпа килĕшỹллĕн Чăваш Республикинче 2018 çулта бюджет кредичĕсене 4131,9 миллион тенкĕ вырăнне 336,2 миллион тенкĕ, 2019 çулта вара 540,5 миллион тенкĕ вырăнне 336,2 миллион тенкĕ анчах саплаштармалла.

Çапла майпа Владимир Путинăн халĕччен туман йышăнăвне пула, пирĕн регион 2018-2019 çулсемшĕн памалли патшалăх парăмĕсен тăкакĕсене 340 миллион тенкĕ чухлĕ, урăхла каласан, шкул çулне çитмен ачасем валли 3 вĕренỹ учрежденийĕ тумалăх укçа-тенкĕ перекетлесе хăварĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code