Пирус туртни çын сывлăхне пысăк сиен кỹнине, паллах, пурсăмăр та пĕлетпĕр. Апла пулин те, туртакансен хисепĕ чакмасть. Кашни çулах ун витĕмĕпе тĕнчере 5 млн яхăн çын пурнăçран уйрăлать. Пирус туртакансем хушшинче сывлăхĕ хавшанипе инвалида тухакансем те сахал мар. Мĕншĕн туртнине кашнийĕ тĕрлĕрен сăлтавлать. Пĕрисем çакă лăпланма пулăшать теççĕ. Теприсемшĕн вăл стресран тухма, ывăннине ирттерме пулăшакан мел, имĕш. Ушкăнран юлас мар тесе туртакансем те пур, уйрăмах çамрăксем. Хăшĕ-пĕри пирус туртмасăр пач та лăпланаймасть: ирхине вăрансан та тỹрех туртса ярать, çывăрас умĕн те хăйĕн никотин дозине илмесĕр ыйхи килмест унăн. Чăннипе вара, сигарет ывăннине те ирттермест, хумханăва та сирмест, тимлĕхе те ỹстермест. Унăн нимĕнле лайăх ен те çук. Çак йăлан тĕп сăлтавĕ хăнăхупа çыхăннă. Никотин психотроплă япала пек ĕçлет. Унăн витĕмĕпе чи малтанхи минутсенче миме клеткисем япăхрах ĕçлеме пуçлаççĕ, çын хăйне лăпкă туять, ăс-тăнне каллех сигарет тĕтĕмĕпе тултарасси килет. Пĕрмай туртсан çыннăн никотин хăнăхăвĕ аталанать. Ун пек чухне ăна туртмасăр пурăнма питĕ йывăр. «Никотин тумламĕ лашана вĕлерме пултарать», — тенине пурте илтсе ỹснĕ. Этем вара хăйне питĕ вăйлă тесе шутлать пулинех. «Пирус туртнипех мĕн пулĕ?» — тет. Табак наркăмăш пек организма тỹрех витĕм кỹмест, вăраххăн «çиет», çын кун-çулне 10-20 çул таран кĕскетет. Унăн тĕтĕмĕнчи наркăмăшлă япаласем организмра пухăнса пыраççĕ. Ăна пула рак клеткисем вăй илме, çыннăн шалти органĕсем сиенленме, пурнăçĕ вăхăтсăр татăлма пултарать.
Диспансеризаци витĕр кăларнă чухне эпир пуринчен те мĕнле пурнăç йĕркине тытса пынă пирки, сиенлĕ йăласем çинчен те ыйтатпăр. Округри арçынсенчен чылайăшĕ сигарета килĕштерни паллă. Çак йышра çамрăксем те пулни пăшăрхантарать. Сывлăха çамрăкран упрасчĕ, ĕмĕр тăршшĕпе тулли те сывлăхлă пурнăçпа пурăнасси хамăртан килет. Сиенлĕ йăларан хăтăлас шухăшлисене округ больницин специалисчĕсем консультаци пама яланах хатĕр. Хальхи вăхăтра Елчĕкри тĕп больницăра туртма пăрахас текенсен шкулĕн занятийĕсене те çĕнĕрен пуçарнă. Çакă туртакансен шутне чакарасса шанас килет. Занятисенче психолог, нарколог тата терапевтсем сигаретри, вейпсенчи, электрон сигаретсенчи наркăмăшлă япаласен сиенĕ, вĕсем çынсен шухăш-кăмăлĕ, сывлăхĕ çине мĕнле витĕм кỹни çинчен каласа параççĕ.
Туртма пăрахни — тулли те хастар пурнăç патне илсе пыракан пĕрремĕш утăм. Çак утăма кая хăвармасăр паянах тума ỹркенмелле кăна мар.
Любовь ФОМКИНА,
Елчĕкри тĕп больницăн профилактика кабинечĕн медицина сестри.

