Кирек мĕнле пысăк пулăм хăй хыççăн йĕр хăварать. Ятарлă çар операцийĕн «кун-çулĕнчен» те историе шултăра сас паллисемпе çырăнса юлмалли самантсем, тапхăрсем сахал мар пулĕç.

Хĕрỹ вырăн халех нумай улшăну кĕртет — уйрăмах унта хутшăнакансенче. Вĕсемпе час-часах тĕл пулма килнĕ май çакна асăрхатăн: çулĕсене кура мар çитĕннĕ, кăмăл-туйăмĕсем çирĕпленнĕ, ытлашши сăмахлассинчен пăрăнаççĕ.
Кивĕ Эйпеç ялĕнчи Сергей Шитухин черетлĕ отпуска килнине пĕлсен ăна редакцие йыхравларăмăр. Пачах хирĕçлемерĕ. Калаçăва СВО теми çине куçаричченех унра калас шухăша кĕскен палăртасси сисĕнчĕ. Ыйтусен çивĕчлĕхне ỹстернĕ май пĕр хутчен мар «Манăн вçо нормально», — текен хурав пулчĕ. Унта пĕтĕмпех «нормально» маррине, паллах, вулакан та лайăх ăнланать…
Сергей 1988 çулта Иркутск облаçне кĕрекен Тулун районĕнчи Бурхун ялĕнче çуралнă. Пĕлỹ тĕнчине пуçласа Кивĕ Эйпеçри вăтам шкулта кĕнĕ. Ăна пĕтерсен вăл Кỹкеçри ДОСААФ филиалĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕнче водитель правине илнĕ. 2006 çулта сроклă службăна тăрсан унăн çур çулĕ Сыктывкарта — кĕçĕн командирсем хатĕрлекен шкулта иртнĕ. Тепĕр 18 уйăхне çĕршывăн тĕп хулинче шалти ĕçсен çарĕнче тăснă, аслă сержанта çитнĕ. Салтак тумне хывсан вăл сакăр çул Елчĕкри «Ритуал» специализациленĕ предприятире тата Мускавра вахта мелĕпе стройкăсенче рабочире тăрăшнă.
2024 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче контракт çырса СВОна кайнă Сергей.
Çирĕм контрактника, вăл шутран 7 чăваша, Ульяновскран Донецка илсе çитернĕ. Çакăнта «пурăнаççĕ» вĕсем халĕ те. Вăрманта вырнаçтарнă палаткăсенче. Мунча та çавăнтах. Пирвайхи тапхăрта ăшă йăва вырăнне автомашина кабини пулнă-ха.
«Арканнă çуртсен путвалĕсенче хăтлăх тупма майлăрах мар-и?» — тесе ыйтсан çапла пĕлтерчĕ:
— Хăнăхсан пирĕн условисенче те аптăрамасть… Вăт, путвал тенĕрен, çурчĕсен айĕнче çеç мар, гаражĕсенче те тем пысăкăш вĕт-ха вĕсем. Тĕлĕнме пăрахаймастăп.
«Бацыла» (хушма ячĕ) — реактивлă артиллери полкĕн водителĕ. Донецк облаçĕнчи Покров направленийĕнче «Град» установкăна снарядсемпе тивĕçтерекен.
— Ĕлĕкхи «Катюша» темелле ĕнтĕ ăна, — ку тĕлĕшпе калаçу ирĕклĕн шурĕ. — Хальхи бандеровецсем те шикленеççĕ «Градран». Снаряд 21 километр таран кайма пултарать, питĕ вăйлă сирпĕтет.
«Град» установка расчечĕ тăтăшах ĕçлĕ пуласси Сергей Шитухинран нумай килет. Хăйне шанса панă КамАЗ автомашинăпа кунсерен 2-3 рейс тăвать Раççей регионĕсене, ытларах Ростова. Чи инçе куçăм 250, чи çывăххи 106 километрпа танлашать. Пĕр рейспа 80 снаряд турттарса килет. «Град» пĕрре зарядланă хыççăн умлă-хыçлă 40 снаряд кăларса ярать.
Сергей Эдуардович КамАЗа юсавлă, тирпейлĕ тытма тăрăшать. Пĕр-пĕр кăлтăк сиксе тухсан та юсав пунктне ăсатмасть — хăйех йĕркене кĕртет. Урăх çын аллине парас килмест унăн ăна, мĕншĕн тесен вăл — гуманитари пулăшăвĕпе килнĕскер. Юсама та хăйĕн укçинех тăкаклать. Хăш-пĕр чухне УАЗпа кайсан 10 снаряд турттарса килет, çула май — апат-çимĕçне те.
— Тăтăшах инçене çỹресси Пăла урлă каçасси мар, — малаллах калаçтарас тетĕп салтака. — Çул çинче кĕтменлĕхсем те пулаççĕ-тĕр?
— Хаçата çырмаллиех çук, — терĕ вăл татăклăн. — Кашни рейса юлташпа тухатпăр, пĕччен юрамасть. Хуть хăçан та инструкцие пăхăнма тăрăшатпăр. Çул çинче çар автоинспекцийĕ е çар полицийĕ чарса тĕрĕслени пулкалать. Йĕркеллех, асăрхаттару илсе курман.
…»Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медале тивĕçнĕ 5 ача ашшĕ шăпах паян çарти юлташĕсем патне тухса кайрĕ. Телейлĕ çул, çĕнтерỹпе, ырă-сывă таврăнма сунтăмăр ăна эпир.
Николай МАЛЫШКИН.
Кивĕ Эйпеç ялĕ.
Елена Петрова сăн ỹкерчĕкĕнче — Сергей Алиса хĕрĕпе.

